АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача тÿрĕ чунлă, çирĕп кăмăллă ÿстĕр

15 ноября 2008 г.

Эпир пурăнакан обществăра, çемьере ача тÿрĕ чунлă, çирĕп кăмăллă ÿстĕр тесен чăн малтанах ăна тĕрĕс çул çине тăма кирлĕ воспитани памалла. Хăш-пĕр ача ирĕклĕхе кура, тĕрĕслев çуккине пула, аслă классенче япăх еннелле туртăнса улшăнма пултарать. Ун пек палăрăмсем вара пулкаласах тăраççĕ. Акă, район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче 14-15 çулсенчи ачасен айванла, шутламасăр тунă ĕçĕсене пăхса тухрĕç.

Çĕнĕ Ахпÿртри виçĕ çамрăка юлташĕн çуралнă кунне тунă хыççăн Патăрьелĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем ярса тытнă. Хăйсем каланă тăрăх, сăра ĕçсех хĕрĕнкĕленнĕ ачасен ячĕпе протокол çырнă. Патăрьелĕнчи училищĕре вĕренекен ачасен пĕрин те саккун умĕнче явап тытма çулĕсем çитмеççĕ, 18 çул тултарман. Çавăнпа та вĕсен шутламасăр, çăмăлттайла тунă ĕçĕшĕн ачисене кирлĕ пек воспитани парса çитерейменшĕн ашшĕ-амăшĕн явап тытма, пите хĕретме тиврĕ.

Упамсара, Çăл Атăкра пурăнакан çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшне те комиссине çак сăлтавпах чĕнтернĕ. Каллех çул çитмен ачасем хăйсене ирĕкре туйса çап-çамрăкла эрех-сăра еннелле туртăннă.

Сăмахран, Упамсара пурăнакан 14-15 çулсенчи икĕ çамрăк пĕр палламан çамрăксен аллинчен сăра ĕçнĕ иккен. Мĕн сăлтавпа , мĕн тĕллевпе туслашнă вĕсем сăра курки урлă; Çакна 10 класс ачисем пĕри те хуравласа калаймарĕç. Апла пулсан, вĕсене никам та ирĕксĕр сăра ĕçтермен.

Çулĕ çитнĕ пулсан Шăнкăртамри Ишмуратова вăрă-хурахла ĕçшĕн тимĕр решетке леш еннех хупса хуратчĕç. Паян ăна суд йышăнăвĕпе тирпейленсе юсанма условнăй майпа вăхăт панă.

Чылай чухне комиссинче ашшĕ-амăшĕн айăпĕпе ачисем кирлĕ пек условинче пурăнайман, ăшăлăхпа тимлĕх илеймен тĕслĕхсене те пăхса тухса йышăну тума тивет. Хальхинче комисси Патăрьелĕнчи Илларионовсен ачисен шăпи пирки калаçу пуçарчĕ. Ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех кирлĕ пек çемье ăшшинче пурăнаймаççĕ вĕсем. Уйрăлнă амăшĕ ăрасна пурăнать, ашшĕ те виçĕ ачишĕн шанчăклă тĕрев мар. Илларионовсен ĕçне комисси членĕсем пĕр шухăшлăн вырăна тухса тĕпчеме, кайран кирлĕ йышăну тума калаçса татăлчĕç.

– Пирĕн обществăра кашни ача çемье ăшшине туйтăр, вăл кунта çĕр-шыва кирлĕ çын пулса çитĕнтĕр. Çавăн чухне çеç кашни çемье хăйне телейлĕ туйĕ, – терĕ комисси председателĕ, ра-йон пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.

А.ЕГОРОВА.

Общество.

Инкекре вилнисене асăнмалли кун

Юлашки çулсенче уйрăм çынсенчи автотранспорт шучĕ ÿснĕçемĕн ÿсет. Çавна май çул çинчи куçăм вăйлансах пырать. Çакă вара тÿрремĕнех автоаварисен шучĕ йышланнипе çыхăннă.Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче çул çинче 1320 авари пулнă. Вĕсенче 182 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 1675-ĕн аманнă.

Çак тапхăрта районта 23 аварие шута илнĕ. Кĕтмен инкекре тăваттăн вилнĕ, 33-шĕ суранланнă. Пĕтĕмĕшле илсен çул çинчи пăтăрмахсен шучĕ чакнă.

Çул çинчи инкек-синкек пур енĕпе те пысăк çухатупа çыхăннине шута илсе 2005 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче ООН Генеральнăй Ассамблейин Резолюцийĕпе килĕшÿллĕн ноябрь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунне çул çинчи аваринче вилнисене асăнмалли кун тесе йышăннă. Кăçал вăл ыран, ноябрĕн 16-мĕшĕнче пулать.

Т.БОРИСОВА,

районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика