АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахăр диабечĕ

15 ноября 2008 г.

Сахăр диабечĕпе кĕрешмелли куна çулсеренех ноябрĕн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Пирĕн районта ку чирпе чирлисем 410 çын (халăхăн пĕр проценчĕ).

Сахăр диабечĕ – хроникăллă чир. Вăл юнра сахăр шайĕ пысăккипе пулать. Шел пулин те ку чиртен пĕтĕмпех сывалма çук-ха. Анчах та ăна тĕрĕслесе тăрса пурнăçа вăрăмлатмалли меслетсем пур. Кунта, паллах, сиплев ĕçне чирлĕ çын хăй ăнланса хастар хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вунă çул хушшинче тĕнчере “Диабет шкулĕ” анлăн сарăлчĕ. Унта чирлĕ çынсем умри çивĕч ыйтусене татса пама вĕренеççĕ. Чирлĕ çын хăйĕн сывмарлăхĕ пирки тĕплĕн пĕлсе, пурнăç йĕркине улăштарса, сиплекен врачпа тачă çыхăнура пулса чир шала каяссине чарассипе тăрăшма пултарни – çак чирĕн уйрăмлăхĕ.

Юнра сахăр шайĕ пысăкрах пулнин паллисем уçăмлă. Вĕсем çаксем:

- çăвар типсе тăни тата шыв ĕçес килни;

- час-часах шăк тухни;

- вăйсăрлăх, хăвăрт ывăнни;

- ÿт çинчи сурансем начар ÿт илни;

- апат йĕркеллĕ тата вăйлă аннă чухне те ÿт-пÿ виçи чакни;

- ÿт-тир тата лăймака си-йĕсем кĕçĕтни.

Хăш-пĕр чухне çак паллăсем пĕр вăхăтра пулмасса та пултараççĕ: е пĕри, е иккĕшĕ палăраççĕ. Чир паллисем систермесĕр те аталанаççĕ: çыннăн нимĕн те ыратмасть, тепри ăна хăй çулланнипе çыхăнтарать. Çапла вара чире ăнсăртран тупни те пулать е ăна урăх чире тĕпченĕ чух палăртаççĕ.

Сахăр диабечĕ икĕ тĕрлĕ пулать: 1-мĕш тип тата 2-мĕш тип. Пĕрремĕшĕ çын 30 çула çитиччен пуçланать. Вăхăтра врач патне кайса сипленме тытăнмасан кая юлма пулать. Унăн сăлтавĕ – хырăмай парĕ инсулин кăларма пăрахни. Çапла вара мĕн виличчен инсулин ярса сипленмелле.

2-мĕш типлă сахăр диабечĕ ытларах 40 çултан иртнисен ÿт виçи пысăк пулнипе çыхăнса тĕл пулать (70-80 процент). Чир майĕпен, палăрăмсăр пуçланать. Инсулин çителĕклĕ е нумайрах та тухать, анчах та клеткăсем ăна туймаççĕ. Сиплевĕн тĕп тĕллевĕ – клеткăсем инсулина туяссине лайăхлатасси. Кун пек чухне диета, вăй-хал хурассине ÿстерни, юнри сахăр шайне чакаракан эмелсем ĕçни пулăшать.

Диабета сипленĕ чухнехи тĕп тĕллев – юнра сахăр шайне май килнĕ таран нормăна çывăх тытса тăрасси. Ку шай апат çийиччен – 5,5 ммольŸл ытла мар, апат çинĕ хыççăн 7,8 ммольŸл ытла мар. Чирлĕ çыннăн çакна пăхăнмалла. Вара вăл сывлăхлă çын евĕрех кăлтăксăр та, нумай та пурăнĕ.

С.ЕРГАЧЕВА,

врач-эндокринолог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика