19 ноября 2008 г.
Кăçалхи июль-сентябрь уйăхĕсенче районти организацисенче ĕç законодательстви, ĕç сыхлавĕ, санитарипе эпидемиологи йĕркисене, пушарпа электричество хăрушсăрлăхĕ мĕнлерех шайрине тĕрĕслес тĕллевпе ятарлă комисси ĕçлерĕ. Анчах та пĕтĕмлетÿ туманччĕ-ха. Шăпах çак тĕллевпе нумаях пулмасть район администрацийĕн залĕнче ĕç сыхлавĕн ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн вырăна тухса ирттерекен канашлăвĕ пулчĕ. Канашлăва Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова йĕркелесе ертсе пычĕ. Пуçтарăннисем умĕнче Патшалăх ĕç инспекцийĕн Чăваш Республикинчи ертÿçи И.Баскаков (комисси председателĕ пулнă), потребительсен прависене сыхлакан Федераллă службăн Чăваш Республикин санитари сыхлавĕн пайĕн начальникĕ Н.Исаев, Ростехнадзорăн Чăваш Республикинчи технологипе экологи сыхлавĕн Управленийĕн ертÿçин çумĕ И.Антонова, Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăхĕн Управленийĕн ертÿçин çумĕ Н.Петров, Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.Устяк, Чăвашрессовпрофăн ĕç сыхлав пайĕн заведующийĕ С.Максимов, районти ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Г.Крылов тухса калаçрĕç. Канашлăва организаци-предприяти ертÿçисемсĕр пуçне ĕç сыхлавĕн специалисчĕсемпе профсоюз комитечĕн ертÿçисем хутшăнчĕç. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.
Районта ĕçпе тивĕçтерекенсем 100-е яхăн. Вĕсенчен 30-шĕ ял хуçалăх, 6-шĕ промышленность предприятийĕсем. 50 çынран ытларах организацисенче ĕç сыхлавĕпе ятарлă специалистсем уйăрнă. Ыттисенче çак тивĕçе пĕр-пĕр специалист çине хунă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕç сыхлавĕпе ĕçлемеççĕ тесе калаймăн. Çакна юлашки икĕ çул хушшинче производствăра йывăр суранланнă е тата хăрушрах инкексем пулманни те çирĕплетет. Çапах та ку тĕлĕшпе инкек ĕнсе хыçĕнчех иккенне манас марччĕ. Районта ĕç сыхлавĕпе тĕллевлĕ икĕ программа ĕçе кĕртеççĕ. Çавăн пекех ĕç сыхлавĕн координаци Совечĕ йĕркеленĕ (ертÿçи район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсен хутшăнăвне йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков). Пур ял тăрăхĕсенче те ĕç сыхлавĕн канашĕсене туса хунă. Ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе вĕрентÿ йĕркелессипе те тимлеççĕ. Акă, кăçал 121 çын çак енĕпе пĕлÿ илнĕ. Çул çитмен çамрăксене ĕçе явăçтарнине те хурлаймăн. Районта çулла 528 çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕçе пула сывлăх сиенленесрен асăрхаттарас, професси чирĕн пуçламăшне, пĕтĕмĕшле чирсен сăлтавĕсене тупса палăртас, наркăмăшлакан япаласемпе ĕçлеме чарас, инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе Роспотребнадзор çулленех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли пирки асăрхаттарсах тăрать пулсан та хăш-пĕр ертÿçĕсем хăлхана чикесшĕн мар. Акă, кăçал медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухасси палăрмаллах чакнă. Ĕç вырăнĕсене аттестацилесси те тивĕçлĕ шайра мар. Хăш-пĕр организацисенче ĕç сыхлавĕн ятарлă кĕтесĕсем те çук. Вăхăтра ятарлă тумтирпе тивĕçтересси те ертÿçĕсенчен килет. Шутласан çаксене йĕркелеме темĕн чухлĕ укçа-тенкĕ те кирлĕ мар.
ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăçал Патшалăх Канашне янă Çырура халăх сывлăхне упрас технологисем, çынна аталанмалли май паракан инвестицисем пирки уйрăммăн та палăртнăччĕ.
Ĕç сыхлавĕн пĕлтерĕшĕ пысăк шайра пулнине манас марччĕ. Çын сывлăхне упрасси, ĕç условийĕсене лайăхлатасси кашни ертÿçĕн тивĕçĕ. Ленин ячĕллĕ, “Труд”, “Красное знамя”, “Первомайск”, “Малалла” хуçалăхсен, ООО “Булат”, Турханти психоневрологи интерначĕ тата ытти хăш-пĕр организаци ертÿçисем çакна лайăх ăнланаççĕ, ĕç сыхлавĕ çине тимлĕх уйăраççĕ.
А.КОЗЛОВ.