19 ноября 2008 г.
Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне республикăра ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче чыслăн паллă тунă. Пирĕн районтан уяв самантне пĕрле пайлама район пуçлăхĕ Н.Глухов, район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсен хутшăнăвне йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков, хуçалăх ертÿçисем хутшăннă.
“Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен чи пысăк тухăçне илнĕшĕн” номинацире çĕнтернĕшĕн “Исток” çĕр ĕç фирми Диплом тата укçан премие тивĕçнĕ. Çавăн пекех “Потребитель кооперативĕсем хушшинче чи лайăх экономикăпа производство кăтартăвĕсем” номинацире çĕнтернĕшĕн “Азирра” потребитель кооперативне Диплом тата укçан преми парса чыс тунă.
“Малалла” хуçалăхри Н.Лукин агронома агропромышленность комплексĕнче чылай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин грамотипе наградăланă.
А.ИВАНОВ.