19 ноября 2008 г.
Маунтинбайк енĕпе тĕнче класлă спорт мастерне Нăрваш Шăхальте çуралса ÿснĕ Ирина Калентьевăна (ÿкерчĕкре) “Раççейĕн чи лайăх çыннисем-2009” Раççей энциклопедине кĕртнĕ.
Ирина Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Николаевич Краснов ертсе пынипе ăсталăхне туптать. Спортсменкăна хатĕрленĕ çĕре нимĕç тренерĕсем те хутшăнаççĕ. Çулталăкăн ытларах вăхăтне Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕ И.Калентьева Германире ирттерет, нимĕç клубĕн чысне хÿтĕлет.
Ирина Калентьева (Ягупова) Нăрваш Шăхальте çуралнă. 7 çултан пуçласа 14 çулччен çăмăл атлетикăра 800 тата 3000 метра чупса тупăшнă. Хăйĕн ÿсĕмĕнче Чăваш Республикинче пĕр хут çеç мар мала тухнă. Каярах велосипеда кăмăлланă: малтан шоссе çинче чупассине, унтан маунтинбайка.
И.Калентьева – Европăн 2001 çулхи чемпионачĕн бронза призерĕ. Хĕр чухнехи Ягупова хушаматпа Раççейĕн Сиднейри Олимпиадăри пĕрлештернĕ командин резервĕнче пулнă. Европăн 2003 çулхи чемпионатĕнче Ирина кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. 2004 тата 2006 çулсенче спортсменка маунтинбайк енĕпе тĕнче чемпионачĕн бронза медалĕсене, 2001, 2005 çулсенче тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Ирина Афинăри ХХVIII çуллахи Олимпиадăна хутшăннă. 2007 çулта вара тĕнче чемпионки пулса тăнă.
Кăçал Пекинра иртнĕ Олимпиадăра И.Калентьева бронза медаль илнĕ.
– Эпĕ Олимпиадăри çак çĕнтерÿпе кăмăллă, бронза медале çеç тивĕçнĕ пулсан та, – тет тĕнче класлă спорт мастерĕ.
– Пекин хыççăнах эпĕ Лондонри Олимпиадăна питĕ тăрăшса хатĕрленме тĕллев лартрăм, – паллаштарать хăйĕн планĕсемпе Ирина. – Çитес тăватă çул хушшинче çемьере те улшăну пулмĕ. Пĕтĕмпех Олимпиадăна хатĕрленес ĕçе пăхăнтарăп.
Патăрьел районĕн, Чăваш Республикин чысĕ 2012 çулта Лондонра та çÿле çĕклентĕр эппин.
Çак шухăшсем тĕп вырăнта пулчĕç Нăрваш Шăхалĕнче Ирина Николаевна Калентьевăна чысласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятире.
Уява Патăрьел район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Яковлев, паллă спортсменкăн тăванĕсем, ял-йыш хутшăнчĕç.
И.Калентьева çитĕнĕвĕсемпе савăнни, унпа мухтанни, тĕнче шайне ялти шкултан пуçласа çитме пултарса тĕлĕнтерни палăрчĕ кашни тухса калаканăн сăмахĕнче.
Тĕнче чемпионачĕсенче, Олимп вăййисенче пысăк çитĕнÿ тунăшăн, районта физкультурăпа спорта аталантарма сулмаклă тÿпе хывнăшăн, Ирина Николаевна Калентьевăна хисеплесе Патăрьел спортшкулĕн Нăрваш Шăхалĕнчи уйрăмне ун ятне парас пирки район пуçлăхĕ йышăну кăларнă. Р.Селиванов ăна çакăн пирки свидетельство пачĕ.
А.АЛЕКСЕЕВ.