АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛТИ ТĕЛ ПУЛУ

19 ноября 2008 г.

Çĕр-шыв пуласлăхĕ – çитĕнекен ăрура. Вăл тивĕçлĕ пĕлÿ илсе ÿстĕр тесе çине тăраççĕ Шăнкăртамри вăтам шкулта. Пĕрлех вĕренекенсене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшакан усăллă мероприятисем те ирттереççĕ. Тĕл пулусене ырă ĕçпе палăрнă аслă çулхисене чĕнеççĕ. Иккĕмĕш çул шкулта “Сан çыннусем çаксем, ял” проект ĕçлет. Унăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсене ĕçре палăрнă тĕрлĕ професси çыннисемпе курнăçтарасси.

Çак проектпа килĕшÿллĕн ку хутĕнче тĕл пулăва “Булат” пĕрлешÿ директорĕпе мăшăрне Абдулвалеевсене чĕнчĕç. Маларах вĕренекенсем Ринат Абдулахатович пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатса презентаци йĕркеленĕччĕ. Пĕрлешÿ çитĕнĕвне палăртса район экономикине хывăнакан тÿпене палăртнă унта. Тĕл пулура вара хăйсене интереслентерекен кашни ыйтăвах пама тăрăшрĕç ачасем. Паянхи çамрăксен мĕнле пулмаллине ыйтса пĕлчĕç.

Ринат Абдулахатович пурне те тăрăшса вĕренме сĕнчĕ. Илнĕ пĕлÿпе вара кайран ĕçре усă курма май пуррине пĕлтерчĕ.

Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайрĕ.

Р.АЛЕЕВА,

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика