АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Юмах çăл куçĕ» фестиваль иртрĕ

19 ноября 2008 г.

Ачасемпе çамрăксен театр искусствине аталантарас, кăмăл-сипет пахалăхне лайăхлатас, çĕнĕ талантсемпе паллашас тĕллевпе районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем йĕркеленипе “Юмах çăлкуçĕ” фестиваль иртрĕ. Вăл республика шайĕпе пырать. Унта районти чи пултаруллă ачасене, лайăх театр коллективĕсене тупса палăртасси пĕрремĕш вырăнта пулчĕ.

2007 çулта отчет тăрăх районта 27 театр шутланса тăрать. Вĕсенчен çурри ытла – ачасемпе çамрăксен.

Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ Сăкăт, Кĕçĕн Арапуç, Тури Чакă, Вăтаел тата Тăрăн кусчĕсенче иртрĕ. Малтанах Сăкăтра тата Вăтаелĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă ачасен коллективĕсене палăртса хăварас килет, вĕсем чи маттуррисем пулчĕç.

Красномайскинчи ачасен коллективĕ “Пукане” ятлă чăваш халăх юмахне, Алманчăсем Кĕлпук мучи çырнă “Пĕрисем уя, теприсем туя” пьеса тăрăх хатĕрленĕ спектакле, Кзыл Чишмасем “Çарăк” ятлă вырăс халăх юмахне питĕ лайăх выляса куракансем патне çивĕч туйăмпа çитерчĕç.

“Халăх” ятне илнĕ коллективсем вуннăн. Вĕсен шутне халăх хорĕсем, фольклор, ташă коллективĕсем, юрăпа ташă ансамблĕ, çавăн пекех театр коллективĕсем кĕреççĕ.

Сăкăтри ачасен пукане театрĕ те 2006 çулта “халăх” ятне тивĕçрĕ. (Ертÿçисем В.Кузнецова, О.Анюрова). Вĕсем çулсеренех тĕрлĕ конкурса хутшăнса пире çĕнĕ спектакльсемпе савăнтараççĕ. Ку фестивальте вĕсем Юхма Мишши çырнă “Чăх чĕппи” пьесăна кăтартрĕç.

Вăтаелĕнче куракансем Кивĕ Ахпÿртсен вырăс халăх юмахĕ тăрăх çырнă “Çĕнĕ çарăк” сценкăна, Анат Туçасен “Хаклă парне”, Пăлакассисен “Тимуровец – коммерсантсем”, Туçасен “Мĕншĕн-ха чун патăн, пăхас çук пулсан”, Вăтаелсен “Сĕмсĕркке” сценкăсене питĕ кăмăлласа йышăнчĕç.

Хирти Пикшик, Именкасси, Кĕçĕн Патăрьел, Тăрăн, Шăхач ялĕсенчи ачасен коллективĕсене те палăртса хăварас килет.

Кашни çулах “Пирĕн клубра та театр ĕçлет”, тесе отчет паракан хăш-пĕр культура ĕçченĕсем йăпе-сапаллă çанталăк çине йăвантарса районта иртекен фестивале кирлĕ шайра хутшăнмарĕç. Вĕсен ĕçĕпе ял тăрăх пуçлăхĕсем интересленмеççĕ курăнать.

Çак фестивале районта ирттерсе пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн “Юмах çăлкуçĕ” фестивалĕн зонăри тапхăрне Сăкăтсемпе Кивĕ Ахпÿртсем кайма тивĕçлĕ пулчĕç. Вăл Шăмăршăра иртрĕ. Район чысне хÿтĕленĕ коллективсем Шăмăршăран лайăх хыпарпа таврăнчĕç. Вĕсем ноябрь вĕçĕнче пысăк уява Шупашкара каяççĕ. Эпир вĕсене малти вырăнсене çĕнсе илме ăнăçу сунатпăр.

Районта иртнĕ фестивальте мĕн чухлĕ талантлă ачасемпе тĕл пулса пултарулăхĕпе савăнмарăмăр-ши; Вĕсен тăрăшулăхне çĕклесе пырса çĕнĕрен-çĕнĕ культура вучахĕн калчисене аталантарма майсем туса памаллах.

А.АНТОНОВА,

культурăпа кану центрĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика