АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсен çулталăкĕ Ырă йĕр хăварчĕ

19 ноября 2008 г.

Чăннипех те тĕлĕнмелле хаваслă, усăллă пуян çул çÿревсем пулчĕç кăçал ман пурнăçра. Тĕнче курса çÿрени çыннăн тавра курăмне аталантарма пулăшать теççĕ халăхра.

Ăçта кăна пулма тÿр килмерĕ-ши; Вĕренÿ çулĕ вĕçленсенех Хусан хулине класĕпех кайса куртăмăр. Çуллахи вăхăтра Дивеевăра пултăм. Шупашкар хулине темиçе хут та çитрĕм.

Чи асăмри çул çÿрев вăл, паллах, Мускава кайса курни, “Раççейĕн ылтăн ункинчи” хулисемпе паллашни.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче нумай конкурса хутшăнма тăрăшрăм. Район, республика шайĕнче иртекен мероприятисене хаваспах явăçрăм. Çĕнтерÿçĕ те призер ятсене илме, паллах, питĕ кăмăллă. Чи кирли – хăвна шанни, хастарлăха кăтартни, ĕненни. Нимрен те хăраса, шикленсе тăмалла мар иккен. Çитĕнÿ вара хăех сан пата килет.

“Радуга искусств” ятпа иртекен республикăри фестивале хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăнтăм, кубок çĕнсе илтĕм. Вара мана Мускавра “Адрес детства – Россия” фестивале финала хутшăнма йыхрав хучĕ килчĕ, ку мана тата та çунатлантарчĕ. Унта хамăр регион чысне хÿтĕлемелле пулчĕ.

Шутлă кунсем çитсен хамăн ертÿçĕпе Светлана Николаевна Шихрановăпа инçе çула тухса кайрăмăр (ÿкерчĕкре, аялта). Мускава поездпа палăртнă вăхăта çитрĕмĕр. Акă Раççейĕн тĕп хули! Чун савăнăçпа тулчĕ. Чĕре сиксе тухасла тапать!

Пире вокзалта фестиваль йĕркелÿçисем питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Тĕрлĕ енчен нумай ача пуçтарăнтăмăр. 3 автобуспа хулан илемлĕ вырăнĕсене кăтартса çÿрерĕç. Хĕрлĕ плошадьре пĕрремĕш хут пулса куртăм. Каç енне сулăнсан пире пурне те “Григорий Пирогов” пăрахут çине вырнаçтарчĕç. Эпĕ кун пек пысăк карап телевизорпа çеç курнă. Виçĕ хутлă, пысăк çурт тейĕн. Кашни хăйĕн наци тумĕпе, ялавĕсемпе, эмблемăсемпе. Фестиваль-круиз уçăлни çинчен пĕлтерчĕç, пĕр-пĕринпе паллашрăмăр. Çак мероприяти йĕркелÿçисем пире пурне те ăшшăн саламларĕç, хĕвел тĕслĕ футболкăсем парнелерĕç. Ăшă, хĕвеллĕ çанталăк тăчĕ – ку вăл телей палли, пирĕн çул çÿрев хаваслă, ăнăçлă иртесси çинчен систерекен паллă пулчĕ.

“Адрес детства – Россия” фестиваль Раççейĕн пур кĕтесĕнчи пултаруллă, талантлă ачасене пуçтарать. Саккăрмĕш хут теплоход Атăл шывĕпе çитĕнекен ăрăва çул çÿреве илсе тухать. Хăйне евĕрлĕ пуян программăллă мероприяти. Фестиваль хамăр тăван тавралăха, çĕре, халăха юратма, яваплăха туйма вĕрентет. Унта 35 регионтан 170 ача хутшăнчĕ.

Пĕрремĕш кунĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Иккĕмĕшĕнче пире карап Углич хулине илсе çитерчĕ. Тараватлă хуçасем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Экскурсоводсем хулапа паллашма илсе кайрĕç. Тĕлĕнмелле таса, тирпейлĕ. Кунта соборсенче, чиркÿсенче пултăмăр. Музейсенче тирпейлĕ, лăпкă. Мĕн тери килĕшÿллĕ, илĕртÿллĕ сăнсем йĕри-тавра! Тĕлĕнсе те пĕтерме çук.

Тепĕр кун Мышкин хулине çитсе чарăнтăмăр. Кунта пире илĕртÿллĕ “шăшисем” кĕтсе илчĕç. Вĕсем пире хăйсен патшалăхне ертсе кайрĕç. Пысăк керменте тĕнчери пур шăши те пуçтарăннă, мĕнли кăна çук! Ятарласа шăшисен ячĕпе тунă музей ку.

Тăмран тăвакан савăт-сапа мастерскойĕнче те пулса куртăмăр. Маçтăрсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Тем тĕрлĕ чÿлмек туса кăтартрĕç. Çавăн пекех тимрĕç лаççинче те пултăмăр. Кунта та ăста алăсен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ.

Виççĕмĕш куна Кострома хулинче ирттертĕмĕр. Пултарулăх ушкăнĕсен концертне курса килентĕмĕр. Музейсенче, выставкăсенче пултăмăр.

Ярославль хули хăйĕн илемĕпе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Часовньăри музейре пултăмăр. Икĕ пин çурă тĕрлĕ йышши чансем, шăнкăравсем упранаççĕ. Çавăн пекех утюгсен музейĕ те пур. Тахçан-тахçан хĕрсем бала хатĕрленнĕ май кĕпине вуншар утюгпа якатнă иккен.

Çул çÿревĕн юлашки кунĕнче спорт вăййисем иртрĕç. Симĕс уçланкăра вылярăмăр, парнесем, призсем парса чысларĕç.

Фестиваль ырă та çепĕç туйăмсем çуратрĕ, тарăн йĕр хăварчĕ. Çул çÿреврен хавхаланса, ырă шухăш-туйăмпа пуянланса таврăнтăм.

Ю.КУЛАКОВА.

Ыхра Çырминчи вăтам шкул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика