22 ноября 2008 г.
Раççей Правительствин Председателĕ Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн ертÿçи Владимир Путин чĕннипе Чăваш Республикин Президенчĕ “Единая Россия” партин Аслă Совечĕн членĕ Николай Федоров “Единая Россия” партин Х Съездне хутшăннă. Унта Раççей Федерацийĕн 2020 çулчченхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн стратегиллĕ ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
Съезд вăхăтĕнче Николай Федоров ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ.
Раççей Правительствин Председателĕн пĕрре-мĕш çумĕпе Виктор Зубковпа ял хуçалăхне интервенциллĕ туянусемпе пулăшмалли меслет ыйтăвĕсене хускатнă.
РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕпе Татьяна Голиковăпа пысăк технологиллĕ медпулăшу йĕркелес, халăха пахалăхлă пулăшу парас, Чăваш Енре кучухнехи медцентрсем ĕçе кĕртес пирки калаçнă.
РФ Оборона министрĕпе Анатолий Сердюковпа çар служащийĕсене субсидисем парса хваттерсем туянма пулăшас ыйтăва сÿтсе явнă.