22 ноября 2008 г.
Районти хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх хĕллехи тапхăра кĕчĕ. Кăштах маларах вĕсем курăк анипе кĕр калчи çине те тухатчĕç-ха. Пур апата перекетлеме те пулăшрĕ çакă. Мĕн хатĕрленипе тирпейлĕ усă курас тесе тăрăшаççĕ-çке хуçалăхсенче. Рациона сĕтеклĕ апатсем хушассине вырăна хураççĕ. Çак тĕллевпе чылай хуçалăхра чĕкĕнтĕр нимĕрĕ (жом) турттараççĕ.
Паянхи куна районта кашни ĕнерен вăтамран 9 килограмм сĕт суса илеççĕ. “Батыревский” пĕрлешÿре (14,2 килограмм), “Красное знамя” хуçалăхра (12), “Звездапа” “Исток” кооперативсенче (11 килограма яхăн) сăвăм пысăкрах. Ял хуçалăх таварĕн сутлăх хакĕ те ÿсет. Халĕ кооперативсем унăн кашни килограмне 9 тен-кĕпе ăсатаççĕ.
(Хамăр корр.).