22 ноября 2008 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе районти олимпиада пулнă. Унта 9–11 класра вĕренекен чи çивĕч ăслă, пуян тавра курăмлă ачасем хутшăннă.
Тăххăрмĕшсенчен çĕнтерÿçĕ ятне Туçари вĕрентÿ центрĕнчи А. Кересева çĕнсе илнĕ (вĕрентекенĕ – А. Мулюкова). Вуннăмĕш классем хушшинче пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсене те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачисем – А. Илеменовапа А. Туктанова йышăннă (вĕрентекенĕсем – А. Майринапа А. Гранатская). Сăмах май каласан, А. Майрина иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕпе «Районти чи лайăх вĕрентекен» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Вун пĕрмĕшсенчен каллех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Барышникова пĕрремĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ–В.Афанасьева).
“Основа безопасности и жизнедеятельности” предмет олимпиадинче Первомайскинчи вĕрентÿ цент-рĕнчи 11 класра вĕренекен Н. Авинов çĕнтернĕ (вĕрентекенĕ – В. Матюшкин).