22 ноября 2008 г.
Юнкун, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, районта информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп теми: Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев РФ Федераци Пухăвне янă Çырури тĕллевсем; халăха социаллă хÿтлĕх памалли мерăсене вăйлатни; пурăнмалли условисене лайăхлатни; Чăваш Республикин Президенчĕн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене тăвассине васкавлă вĕçлемелли мерăсем çинчен” калакан Указа мĕнле пурнăçлани; ял хуçалăх çулĕн итогĕсем; усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси.
Информаци кунне ертсе пыма тата вырăнти халăхпа курнăçса вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явма пирĕн района ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин хула строительстви тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене вĕсем чăн малтанах райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, районти организаци-предприяти ертÿçисемпе сÿтсе яврĕç.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов районти лару-тăрупа кĕскен паллаштарнă хыççăн хула строительстви тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров кун йĕркинчи ыйтусемпе çыхăнтарса республикăра ăнăçлă пурнăçланса пыракан программăсем çинче чарăнса тăчĕ. Акă, сăмахран, Чăваш Ен Президенчĕн программипе килĕшÿллĕн планпа республикăра 486 яла çитме асфальтлă çул сармалла пулнă. Паянхи куна ăна 479 яла çитернĕ. Халĕ республикăра çак программăн иккĕмĕш пайĕпе ĕçлеме пикеннĕ. Ку вара ял хушшинчи урамри çулсене тирпейлессипе çыхăннă. Республикипе 1480 ялта çак ĕçсене пурнăçламалла. Александр Николаевич каланă тăрăх çакă республикăри автомобиль çулĕсене тунинчен 2,5-3 хут хака ларать. Юлашки икĕ çул çурăра асфальт сарма 8 миллиард ытла укçа кайнине шутласан, ял хушшинчи çулсем йÿнĕ ларманни куç кĕретех.
Министр çул-йĕр пирки калаçу пуçарнă вăхăтра ку енĕпе Патăрьелсен мĕнле ĕç пынă пирки район пуçлăхĕн çумĕ, строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн пуçлăхĕ И.Дикин кĕскен паллаштарчĕ.
– Пирĕн районта Чăваш Ен Президенчĕн Указне пурнăçласа 2006-2008 çулсенче мĕн пурĕ 48,6 çухрăм асфальт сарнă. Юлашки çулсенче Хурама Твар, Ясная Поляна, Ульяновка, Тури Чакă, Чĕпкас, Люля, Пÿртлĕ ялĕсене хăтлă çулпа çыхăнтарнă. Çак майпа ял халăхĕ валли тата пилĕк хушма автобус маршручĕ уçăлнă. Унчченхипе танлаштарсан обществăлла транспортпа çÿрекенсен йышĕ 14 процент ÿснĕ.
Халĕ районта Чăваш Ен Президенчĕн программин иккĕмĕш пайĕпе – урамсем хушшине шанчăклă çул сарассипе ĕçлетпĕр, ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче проектпа смета документаципе ĕçлеççĕ, – пĕлтерчĕ Иван Алексеевич.
Информаци кунне хутшăннă республикăри “Агроинновация” унитарлă предприяти директорĕ Н.Васильев ял хуçалăх çулĕн итогĕпе паллаштарчĕ. Республикăшăн та, районшăн та вăл кăçал тухăçлă пулчĕ. Тĕш тырă туса илессипе Патăрьелсем кăтартуллисен шутĕнче пулчĕç, кашни гектартан 25,2 центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕç. Республикăра çитĕнтернĕ тыр-пулăн 10, çĕр улмин 17, пахча çимĕçĕн 11, сахăр кăшманĕн 25 проценчĕ Патăрьелсен тивлечĕ. Районти ял хуçалăх çулĕн итогне районти тĕп агроном В.Алексеев анализ туса пачĕ. Владислав Иванович усă курман çĕрсене ĕçе кĕртмелли пирки те каларĕ. Районĕпе вĕсем 523 гектар. Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем Ишлĕ, Аслă Чемен, Турхан ял тăрăхĕсенче ыт-ларах.
Информаци кунĕн иккĕмĕш па-йĕнче ушкăнсем районти тĕрлĕрен ĕç объекчĕсенче пулса кунти лару-тăрупа паллашрĕç.
А.НИКОЛАЕВА.