АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăрарĕç çамрăклăх юррисем

22 ноября 2008 г.

Районта кашни çулах тĕрлĕ смотр-конкурссем, фестивальсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Концертсен, тĕрлĕ конкурссен кĕрхи сезонне уçнă май Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ тĕрлĕ фестиваль ирттерме пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри вăл “Пирĕн çамрăклăх юррисем” фестиваль. Ăна культурăпа кану центрĕн методисчĕсем йĕркелерĕç. Унта 50–80-мĕш çулсенчи юрăсем янăрарĕç.

Фестиваль Сăкăт, Кĕçĕн Арапуç, Анат Чакă, Туçа, Тăрăн кусчĕсенче иртрĕ. Юрă ăстисем кашни ялтах пур. Анчах та Упамса, Тури Тăрмăш, Çĕньял, Анат Тăрмăш, Нăрваш Шăхаль тата Вăрманхĕрри Шăхаль, Татмăш, Катек, Ишлĕ, Нурăс, Сител (тата пĕчĕкрех ялсем пирки каламалли те çук) ялĕсенчи пултаруллă юрăçсене курма май килмерĕ. Ку вăл йăлтах çак ялсенче ĕçлекен культура ĕçченĕсен явапсăрлăхĕнчен килнĕ.

Çак фестивальте Сăкăт, Туçа, Хирти Пикшик тăрăхĕнчи ялсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсем чи маттуррисем пулчĕç.

Районта иртекен фестивальсене культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен йышăнаççĕ. Çак фестиваль Ишлĕ кустĕнче те иртмеллеччĕ. Анчах та ку тăрăхри ялсем хутшăнма кăмăл тумарĕç. Пăлапуç Пашьелсем вара инçе çула кĕскетсе артистсене Кĕçĕн Арапуçне илсе çитерчĕç.

Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи культурăпа кану центрĕнче “Çамрăклăх юррисем” фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ. Унта районти чи пултаруллă юрăçсем тĕл пулчĕç. Концерта А. Бабаевпа Н. Бурундукова кĕркуннене халалланă юрăпа пуçларĕç. Курса ларакансем И. Глухова (Сăкăт), çавăн пекех В. Петрова (Тăрăн), Е. Казачковăпа Н. Терентьевăна, Нртисен çемйине (пурте Сăкăтран), Р. Мифтахутдинова (Шăнкăртам), А. Ермиловпа В. Верликова (Каншел), Р. Незметдиновăна (Т. Сăкăт), С. Сурковпа В. Колпакова (Анат Туçа), О. Кувшиновăна (Кĕçĕн Патăрьел), Гордеевăпа Тельцова Надеждăсене (Пăлапуç Пашьел), В. Мышова (Алманчă), С. Кузьминана (Турхан), Д. Салаховăна (Хирти Пикшик), А. Шакина, В. Викторовăпа А. Антоновăна, Р. Халитова (Патăрьелсем) хапăл туса йышăнчĕç. А. Бабаевпа Н. Бурундукова 70-80-мĕш çулсенчи юрăсене юрланă чухне, залри халăх вĕсемпе пĕрле юрламасăр чăтаймарĕ.

Çавăн пекех “Белые медведи”, “Только этого мало”, “Пачка сигарет”, “Розовый вечер”, “Звездочка моя ясная”, “Надежда”, “Тальянка”, “Авăнать, авăнать”, “Сукмак”, “Казахский вальс” тата ытти юрăсене те тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.

Çак концерта курса ларнă май, куракансем хушшинче те сцена çине тухса юрлас текенсем пулчĕç. Дамир Гайнуллин, Владимир Мазяков, Марианна Волкова пĕр хатĕрленмесĕрех сцена çине тухса илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

Çак гала-концерта хутшăнакансене культурăпа кану центрĕн ертÿçи А. Овчинникова, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А. Шакин саламларĕç, дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç.

А. АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика