22 ноября 2008 г.
Район прокуратури районта преступлени туни, уйрăмах йывăр тата питĕ йывăр преступленисем туни мĕнле шайра пулнине тишкерсе тухрĕ.
2008 çулхи вунă уйăхра районта йывăр тата питĕ йывăр преступлени туни ÿснĕ. Çав вăхăтрах сывлăхшăн питĕ сиенлĕ, шухăшласа тунă преступленисен шучĕ сахалланнă: пĕлтĕр 4 пулнă, кăçал – 3. Çаратас тесе тапăнни пулман. Анчах та шухăшласа вĕлерни икĕ хут ÿсни (пĕлтĕр – пĕрре, кăçал – иккĕ), хĕрарăма мăшкăллани пĕр тĕслĕх шута илни шухăшлаттарать.
Районти право йĕркине сыхлакан органсем контроллекен органсемпе тата общественноçпа пĕрле право йĕркине пăснинчен, преступленисем тăвассинчен асăрханас енĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсем унччен судпа айăпланнисем, ырă мар çемьесем, “йывăр” çамрăксем пирки тимлес тесе ытларах тăрăшма пуçларĕç. Асăрхаттару енĕпе профилактика совечĕсен ĕçĕ те вырăнтан хускалчĕ. Вĕсем дознанипе следстви органĕсем преступленисем пирки пĕлтернисене вăхăтра тишкереççĕ.
Анчах преступность хăш-пĕр çĕрте, хăш-пĕр чухне унтан çеç килмест çав. Акă, тĕслĕхрен, çак кунсенче прокуратурăпа милици ĕçченĕсене шалти ĕçсен пайĕнчи шăнкăрав ирех ура çине тăратрĕ. Район прокурорĕ ертсе пыракан оперативлă ушкăн Ишлĕ ялне тухса кайрĕ. Унта тăван ывăлĕ тăван амăшне, çывăраканскере, çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Хăрушă ĕç тăвакана çийĕнчех тытса чарнă, уголовлă ĕç пуçарнă.
Шел пулин те, ку факт ырă мар, вăл пурне те шухăшлаттармалла. Çавăнпа та тивĕçлĕ органсен асăрхаттаруллă ĕçе тарăнлатмалла, ăна куллен туса пырасси çине тимлĕрех пăхмалла. Асăрхаттарасси мĕн тесен те çăмăлрах вĕт.
Ю.ФУРАЖНИКОВ,
район прокурорĕ.