22 ноября 2008 г.
Пурнăç тинĕсĕ нихăçан та тикĕс пулман. Унталла та сулăннă, кунталла та туртăннă. Анчах кашнийĕнче тĕрĕслĕх çиеле тухнă, яланах пурнăçра йĕр хăварнă.
Çак кунсенче хаçат редакцине Туçа тăрăхĕнчен пĕр хисеплĕ çын кĕчĕ. Хаçат тусĕ пулнăран е журналистсен ĕçне çывăх ăнланнăран-ши, вăл манпа чуна ыраттаракан çывăх темăсене хускатрĕ.
Пурнăçра самай хура-шур курнă арçынна паян истори йĕрĕ çине хытхура пусма пуçлани пăшăрхантарать. Саманан кашни тапхăрне чăн тÿрĕ куçпа, хăюллă хаклама хăнăхнă çак вĕри çын Кĕçĕн Патăрьел ялĕн хĕвел тухăç енче совет влаçĕшĕн çапăçса вилнĕ хĕрлĕ армеецсен ячĕпе лартнă палăкран аякра мар вырнаçнă истори пĕлтерĕшлĕ çил арманĕ (халăхра ăна Крепков арманĕ теççĕ) çулсеренех юхăнса, çаралса, çĕр çумне пусăрăнса пынă пирки пăшăрханса калаçрĕ.
– Ача чухне пире учительсем çак сăваплă вырăна курма экскурсие илсе килетчĕç. Ун чухне вăл тăн-тăн та çирĕп ларатчĕ. Юнашарах арман çурчĕ те пурччĕ. Юлташсемпе арман йĕри-тавра пуля шăтăкĕсене мĕн чухлĕ шыраман-ши... – аса илчĕ вăл.
Вулаканăмăрăн калаçу хавхаланăвĕпе Кĕçĕн Патăрьелĕнчи çак истори пĕлтерĕшлĕ вырăна çитрĕм. Пĕчĕк тимĕр калиткерен кĕрсе чăн малтанах совет влаçĕшĕн, чăнлăхшăн çапăçса пурнăçне татнă паттăр салтаксен ячĕпе лартнă палăк умĕнче пуç тайма шут тытрăм. Ашкăрса та хунаса кайнă йывăçсем ăшĕнче палăкăн тăрри çеç курăнать. Чăтлăхри евĕр тĕмсем хушшинче алăкне шыраса тупрăм та пит-куçа çутăлтаракан туратсене сире-сире палăк çывăхнелле туртăнтăм. 4-5 метр кайсан чăнах та уçă вырăна тухрăм. Вăт кунта улах вырăн! Пĕр палăк çеç мĕскĕннĕн ларать. Ун йĕри-тавра вара мĕнле кăна пушă савăт, ăпăр-тапăр, çÿп-çап выртмасть-ши; Пĕр “паттăрĕ” ĕçсе ярайман сăра кĕленчине палăк картлашки çинех лартса хăварнă. “Эх, ăçта-ха пирĕн культура, çынна хисеплени, паттăрсене сума суни...” пĕччене-пĕчченех калаçса çурма пушă кĕленчене карта çумне илсе хутăм та тĕпренсе тăракан кирпĕч картлашкасемпе палăк çине хăпартăм. Сăра кĕленчи вырăнне çак сăваплă вырăна салтак тÿмминчен (ромашка) хатĕрленĕ чечек çыххине хурса хăварнă пулсан вăхăтĕнче тĕрĕслĕхшĕн хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса пуç хунă салтаксене хисеп тунăн туйăнатчĕ. Нивушлĕ истори палăкĕ çамрăксемшĕн канупа иртĕхÿ вырăнĕ пулмалла; Палăк çине вара пысăк саспаллисемпе çапла çырса хунă: “Совет влаçне шурă гвардеецсенчен хÿтĕлесе 1918 çулта пуç хунă П.Е. Крепков отрядĕнчи боецсене асăнса”. Тепĕр енче хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнчи саманта ÿкернĕ. Ăна пăхсан чăнах та чун сÿ! туса каять. Пулемет умĕнче 8-9 салтак. Чылайăшĕ вĕсенчен пăшал кĕпçине çирĕппĕн тытнă. Анчах тан мар çапăçура кĕпер урлă шуррисене каçарас мар тесе хĕрлĕ армеецсем пĕрин хыççăн тепри вилеççĕ. П.Крепков командир та йывăр аманать. Палăк çинчи ÿкерчĕкре ăна аманнă хыççăн кăкăрне сулахай аллипе тытса тăнинчен палласа илме пулать. Юлашкинчен вăл та вилет. Ÿнерçĕ-скульптор палăк çинчи çак çапăçу самантне чĕрĕ ÿкерчĕк пекех сăнарланă. Çавăнпа та нивушлĕ çак хисеплĕ вырăнта эрех-сăра ĕçме, ашкăнма хăюлăх çитмелле.
Палăк çумĕпе иртекен истори сукмакĕпе кăшт маларах утсан тепĕр чĕрĕ палăк – çунаттисене мĕскĕннĕн уснă çил арманĕ. Кунта вара чăнах та 1918 çулхи августра мар, темиçе кун каялла çеç хĕрлисемпе шуррисем çапăçнă тейĕн. Арманăн аялти пайĕнчи хăмисене йăлтах хăпăтса кайнă. Унăн варринчи тĕнĕлĕ те чалăшнă. Йывăр чула çеç этем алли вырăнĕнчен куçарма вăй çитереймен. Армана “салтăнтарма”, паллах, çичĕ тинĕс леш енчен килмен. Пирĕн тăрăхра пулса иртнĕ истори вăраха тăсăлтăр, ун çинчен пирĕн ачасем, мăнуксем тĕплĕн пĕлччĕр тесе вĕсен ĕмĕрне вăрăмлатмалла, пĕлтерĕш-лĕ палăксене сыхласа хăварас тесе тăрăшмалла чухне эпир усал ĕçсем ытларах тăватпăр. Ман шутпа, иртнĕ ĕмĕрхи армана та сыхласа хăвармалла, палăка та кирлĕ пек пăхса тăмалла.
Альбина ЕГОРОВА.