АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂВАН ЧĕЛХЕНЕ ХИСЕПЛЕМЕ ВĕРЕНМЕЛЛЕ

22 ноября 2008 г.

Ял çынни эпĕ. Чăваш ялĕнче çуралнă, унтах ÿснĕ, ĕçлесе ватăлнă. Унчченхи те, паянхи те пурте куç умĕнче темелле. Паян мана, чылай хура-шур курнă çынна, акă мĕн пăшăрхантарать. Республика тĕп хулинче, Шупашкарта, урам ячĕсене те, автобус-троллейбус чарăнмалли вырăнсене те икĕ чĕлхепе: вырăсла тата чăвашла çырнă. Сăмахран, “Проспект тракторостроителей – трактор тăвакансен проспекчĕ”. Сăмах çаврăнăшне кĕскетсе те çырман. Пирĕн вара урăхла. Акă Çĕнĕ Ахпÿрте кĕнĕ çĕре “Нов. Ахпердино” тенĕ. Ÿнерçĕ икĕ саспаллине çырма вырăн тупайман, меслетлеймен. Пирĕн яла кĕнĕ çĕре те икĕ чĕлхепе “Вăтаел – Новое Бахтиярово” темелле, ун çумĕпе шăнкăртатакан юханшыва “река Була – Пăла юханшывĕ” тесе икĕ чĕлхепе çырмалла. Ку вăл чăн малтан хамăр чĕлхене хисеплени. Эпир çапла тумасан пирĕн чĕлхе культуришĕн никам та ют çын тăрăшас çук.

Халĕ чăнах та ялпа ял хушшинче асфальтлă çул. Машинăсем питĕ пысăк хăвăртлăхпа çÿреççĕ. Çавăнпа та кунта мĕнле хăвăртлăхпа çÿремеллине кăтартакан паллăсем те кирлех. Çак ĕçсене вырăнти администрацин йĕркелемеллех.

Н. МАШИН.

Вăтаел.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика