26 ноября 2008 г.
Патăрьел районĕн прокуратури массăллă информаци хатĕрĕсенче паянхи кун ыйтăвĕсене мĕнле çутатнине сăнасах тăрать. Çав шутра граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене пăсни çинчен калаканнисене те. Тĕслĕхрен, прокуратура “Авангард” хаçатра ноябрĕн 1-мĕшĕнче пичетленнĕ çырăвĕнче А.Кадеев хăй çырăннă “Литературная газета” тата “Сывлăх” хаçатсене илейменни çинчен пĕлтернине тишкерчĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче А.Кадеев “Литературная газета” хаçата илейменни çирĕпленчĕ. Пикшик çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем ăна çав издание çырăнтарнă, анчах тимсĕрлĕхне пула подписка карточкине çухатнă. Çавна пула хаçат пирки заказ ярайман. Подписчик та издание илеймен.
Пикшик çыхăну уйрăмĕн начальникĕ А.М.Чебенева ыйтăм вăхăтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, А.Кадеева виçĕ уйăхшăн подписка укçине тавăрса панă, хаçата вăл ноябрьтен илсе тăма тытăннă.
“Сывлăх” хаçат вара А.Кадеев патне килсе тăрать.
А.И.Кадеевăн Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 4 пайĕн 29-мĕш статйипе килĕшÿллĕн саккунлă йĕркепе информаци илсе тăма право пур. Пикшик çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем çак ирĕклĕхе пăснăшăн тата хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламан пирки Елчĕк почтамчĕн начальникĕ ячĕпе представлени тăратнă.
Е.ИВАНОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.