29 ноября 2008 г.
Аслă Аттелĕх вăрçă историйĕн страници çулран-çул хыçа юлса пырать пулин те унăн пĕлтерĕшĕ, вăрçă участникĕсене патшалăх тĕлĕшĕнчен тимлĕх уйăрасси ÿссех пырать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2008 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчи “Инвалидсене социаллă хÿтлĕх памалли хăш-пĕр мера çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн, ноябрь уйăхĕнче çеç республикăра пурăнакан 322 вăрçă участникне “Лада” çăмăл автомашина парса хавхалантарнă. Пĕтĕмлетсе çакна каламалла: 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен транспорт хатĕрĕ илме черете тăнă ветерансен ыйтăвне пурне те тивĕçтернĕ.
Кăçал çеç республикăри 160 вăрçă инвалидне автомашина вырăнне хăйсем ыйтнипе 100 пин тенкĕшер укçан компенсаци панă.
Районта ветерансен шучĕ çулран-çулах сахалланса пырать. Паянхи куна вĕсем 161-ĕн. Вĕсенчен чылайăшĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен те хавшанă. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта автомашина илме 48 вăрçă участникĕ черетре пулнă. Вĕсенчен 2006 çулта 6 ветеран, 2007 çулта виçĕ вăрçă инваличĕ, кăçалхи майăн 1-мĕшĕнче тата пилĕк вăрçă участникĕ патшалăхран çак пысăк парнене илнĕ. Черетре тăракан пилĕк вăрçă инвалидне хăйсен ирĕкĕпе тата кăмăлĕпе çĕршер пин тенкĕ укçа компенсацине панă.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти Аслă Аттелĕх вăрçин 19 участникĕпе политика репрессийĕнче шар курнă пĕр çынна “Лада” çăмăл автомашина парса хавхалантарчĕç. Ветерансене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ятран асăнса саламларĕ, пурне те пысăк чăтăмлăхшăн, вăхăтĕнче мирлĕ пурнăçшăн таса чунтан кĕрешнĕшĕн тав турĕ.
Ветерансем те хăйсен савăнăçне пытараймарĕç. Ишлĕре пурăнакан В.Долгов ветерансен ячĕпе хăйсене патшалăх енчен пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ.
А.ЕГОРОВА.