03 декабря 2008 г.
Иртнĕ эрнекун, ноябрĕн 28-мĕшĕнче, районти культурăпа кану центрĕнче Аннесен кунне халалласа “Çулталăк çемйи” конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта тĕрлĕ ял тăрăхĕнчен çичĕ çемье хутшăннă. Уяв программине пуянлатакансем Первомайскинчи Верликовсен, Кзыл Чишмари Губайдуллинсен, Çĕнĕ Ахпÿртри Казаковсен, Треньелĕнчи Логуновсен, Алманчăри Чихинсен, Аслă Чементи Медведевсен, Кзыл Камышри Масяевсен çемйисем.
Чăн малтанах конкурса хутшăнакансене тата ыттисене те район пуçлăхĕ Н.Глухов Аннесен кунĕ ячĕпе саламланă, тивĕçлисене “Ĕç ветеранĕ” удостоверени панă, парнепе чысланă.
Уявăн тепĕр пайĕ çемьесен пултарулăхне хакласси пулнă. Кашни çемье сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартса панă. “Çулталăк çемйи – 2008” çĕнтерÿçисем – Масяевсем амăшĕ купăс ăста каланипе тутар юррине килĕшÿллĕ шăрантарнă. Губайдуллинсен ачисем вара вăйлă хусканусемлĕ ташăпа тĕлĕнтернĕ. Вĕсем “Туслă çемье” номинацие çĕнсе илнĕ.
П.Логунова ертсе пыракан “Треньел чечекĕсем” ансамбль те лайăх ташăпа тĕлĕнтернĕ. Логуновсене “Социаллă активлă çемье” тесе хак панă. Первомайскинчи Верликовсем кĕвĕ-çемĕне юратакан чи кăтартуллă çемье пулнă. Вĕсем куракансене чăваш халăх юррисене шăрантарса тĕлĕнтернĕ. Сăмах май каласан, çемье пуçлăхĕ Владимир Николаевич “Çăл куç” ансамбль йĕркелÿçи тата ертÿçи. Вĕсем чылай вырăна çитсе хăйсен пултарулăхĕпе çынсене савăнтарнă.
Конкурсра Чихинсем “Ĕçчен çемье”, Казаковсем “Туслă çемье” номинацисемпе палăрнă. Медведевсен çемйи вара ташлама та питĕ ăста, спортра та кăтартуллă, ытти енĕпе те ырă тĕслĕхлĕ. Уява вĕсем питĕ кăсăклă номер хатĕрлесе килнĕ.
Ноябрĕн 30-мĕшĕнче – Аннесен кунĕнче Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри “Çулталăк çемйи – 2008” конкурса хутшăннă 28 çемье финалистсен конкурсĕ пулнă. Унта пирĕн район чысне Мукатдес Небиулловичпа Гульнара Максутовна Масяевсем (ÿкер-чĕкре) хÿтĕленĕ. Асăннă çемье район шанăçне тÿрре кăларнă, “Çулталăк çемйи – 2008” конкурс çĕнтерÿçи пулса таврăннă.
Масяевсем Кзыл Камышра питĕ кăтартуллă, ĕçчен, пултаруллă çемье. Туслă çемьере вĕсен ултă ача çитĕнет. Аслă хĕрĕ университетра пĕлĕвне тăсать, кĕçĕннисем – йĕкĕрешсем ача садне те каймаççĕ-ха. Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те педагог. Гульнара Максутовна ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парас тесе тăрăшать. Мукатдес Небиуллович паян çемье пулăшнипе фермер хуçалăхне аталантарас тесе тимлет. Республикăра кăçал пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ çемьесен конкурсне вĕсем хăйсен çемйин пурнăçĕ, çитĕнĕвĕ, йăли-йĕрки пирки ăнлантарса сăн ÿкерчĕксен альбомне, наградăсене, видеопрезентаци тăратнă. Хатĕрленĕ ĕçсем пурте ăнăçлă пулнăран вĕсем республикăра чи-чи лайăх кăтартуллă çемье шутне кĕнĕ.
Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова Чăваш Ен Президенчĕ ячĕпе конкурса хутшăннисене уявпа саламланă хыççăн Г. Масяева хăйсен çемйи ячĕпе тав сăмахĕ каланă:
– Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Правительстви çемьесене пур енлĕ хÿтлĕх парас, пулăшас тесе тăрăшать. Çакă вăл çемье авторитетне ÿстерме май парать. Çавăнпа та паян пире ача çуратма та, вĕсене ÿстерме те хăрушă мар, – тенĕ вăл кĕскен пуриншĕн те тав туса.
Эпир те Масяевсен çем-йине çĕнтерÿпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
А.НИКОЛАЕВА.