АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр – пирĕн пурнăç

03 декабря 2008 г.

Çак ятпа ирттерчĕç уçă класс сехетне Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти виççĕмĕш класа çÿрекенсем. Мероприятие учительсене, хăйсен ашшĕ-амăшне, асламăш-кукамăшне чĕнчĕç. Унта хатĕрленсе пысăк ĕç турĕç. Уй-хирте çитĕнекен тыр-пултан авăртнă кĕрпесене илсе килчĕç. Кĕлтисене вара кооперативра вырма пуçланичченех çыхса юлнă. Çăнăхран пĕçернĕ апат-çимĕçĕ те сĕтел тулли. Çăкăрĕ, кукăлĕ, пашалăвĕ, пÿремечĕ, кĕлентăрĕ, сухарийĕ, батонĕ, пĕремĕк-печенийĕ... торчĕ таранах пур унта.

Класс сехетне Г.Кузнецова учительница уçрĕ. Пÿлĕмре чăваш халăх юрри “Алран кайми аки-сухи” янăраса кайрĕ. Кĕвĕ çеммине итлесе пĕтернĕ хыççăн Н.Торговцева вĕренекен класс сехетне килнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илсе ăна астивме сĕнчĕ. Унтан литмонтаж пуçланчĕ. Вĕренекенсем çăкăр сĕтел çине мĕнле çитнине сăвă йĕркисемпе çутатрĕç. Малтанах тăван çĕр-аннемĕре пăхмаллине каларĕç. Унтан тракторист-сухаçă ĕçне хакларĕç. Агроном тивĕçне вырăна хучĕç. Комбайнер тарла-тарла тырă вырнине çирĕплетрĕç. Йĕтеме кĕнĕ тырра алласа тасатмаллине ĕнентерчĕç. Армансăр çăкăр пĕçерме май çуккине аса илчĕç.

Çăкăр çинчен каланă ваттисен сăмахĕсем сахал мар. Вĕсене чылайăшне аса илчĕç вĕренекенсем. Çăкăрпа перекетлĕ усă курмалли çинчен М.Сабаева асламăшĕ М.Беззубова та витĕмлĕ каларĕ. Тăпачпа кĕлтесем çапнине, пăтавккапа тырă тултарнине, хĕллехи çил-тăманра арманта çăнăх авăртас тесе çĕрĕ-çĕрĕпе черет кĕтсе ларнине аса илнĕ чухне куççулĕ те тухрĕ. А.Заплаткина амăшĕ Алена Степановна çăкăр çитĕнтерме халĕ те ансатах пулманнине каларĕ. Аслă классене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Перепелкина Илпек Микулайĕн “Çăкăр” романне аса илчĕ. Ева Лисинăн çăкăр çинчен çырнă калавĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Çăкăр темипе хатĕрленĕ кроссворда тупрĕç ачасем. Тупмалли юмахсен тупсăмне вара хăнасене шыраттарчĕç. С.Сурков музыка учителĕ пулăшнипе вĕренекенсем юрăсем юрларĕç. Кĕске шÿтсем, сценкăсем те хатĕрленĕ çитĕнекен ăру.

Класс сехечĕ шуни сисĕнмерĕ те. Ачасен тата ытларах каласа парас килчĕ хăйсем мĕн пĕлнине. Надя Торговцевăпа Алеша Баранов илĕртÿллĕ ертсе пычĕç уява. Вĕренÿре те малта иккен вĕсем. Иккĕшĕ тата Алена Заплаткина пиллĕксем çеç илеççĕ. А.Герасимовăн В.Павловăн, М.Сабаевăн, А.Сидоровăн “виççĕ” паллăсем çук.

Мероприятие тăрăшса хатĕрленнинче класс ертÿçи тÿпи пысăк. Галина Георгиевнăн педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 26 çул. Кĕçĕн классемпе ĕçлеме кирлĕ пĕлÿ илнĕ вăл. Маларах ялти ача садĕнче заведующинче тăрăшнă. Шкула куçни те 12 çул. Виççĕмĕш выпуск хатĕрлет.

Ĕçне тивĕçлипе хаклакан Хисеп грамотисем çителĕклех Г.Кузнецовăн. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн, район пуçлăхĕн, вĕрентÿ ĕçченĕсен облаçри профсоюз комитечĕпе вĕрентÿ министерствинчен панисем те пур.

Класра тирпейлĕ. Чечексем чÿрече çинче çеç мар, кашни кĕтесрех пур. Вĕсене пăхса тăракансем вара вĕренекенсем. Вĕрентсе пыраканĕ Г.Кузнецова.

А.АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика