06 декабря 2008 г.
Юнкун, декабрĕн 3-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Стальская, çĕр ресурсĕсен управленийĕн пай ертÿçи И.Модина ĕçлĕ çул çÿревпе пирĕн районта пулчĕç. Республика представителĕсем чăн малтанах район пуçлăхĕпе Н.Глуховпа курнăçса Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров октябрĕн 20-мĕшĕнчи анлă ларура йышăннă хушăва вырăнсенче мĕнле пурнăçласа пынипе кăсăкланчĕç. Çакă вара чăн малтанах муниципаллă харпăрлăха пăхăнса тăракан куçман пурлăха саккунлă йĕркепе регистрацилессипе çыхăннă. Çак ĕçе йĕркелесе, тирпейлесе, тĕрĕслесе пыма ра-йонта ятарлă комисси туса хунă.
Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче уйрăм граждансен куçман пурлăхĕсене, çĕр участокĕсене электронлă майпа шута илеççĕ, АИССАО (автоматизированная информационная система сельского административного образования) программăллă тивĕçтерÿ хатĕрлеççĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Стальскаяпа çĕр ресурсĕсен управленийĕн пай пуçлăхĕ И.Модина вырăнсенче ял пуçлăхĕсен Президент хушăвне вăхăтра тата пур йĕркене те пăхăнса пурнăçламалли ыйтăва çивĕчлетрĕç.