06 декабря 2008 г.
Раштав уйăхĕнче тĕнчипе паллă ăсчах, СССР Наукăсен академийĕн чăн членĕ, Н.Д.Зелинский ячĕллĕ органика хими институчĕн директорĕн çумĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçленĕ Х.М.Миначев çуралнăранпа 100 çул (1908-2002) çитет. Хабиб Миначевич пирĕн ентеш, Хирти Пикшик ялĕнче çуралнă.
1927 çулта вăл юлташĕпе, Калмыковпа, Мускава стройкăна ĕçлеме тухса кайнă та тĕп хулара мĕн виличченех пурăннă. 1939 çулта Мускав патшалăх университечĕн хими факультетне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн пирĕн мухтавлă ентеш асăннă институтра 60 çул ытла вăй хунă.
СССР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Х.М.Миначев академик çуралнăранпа 100 çул çитнине анлăрах паллă тăвас тĕллевпе Чăваш патшалăх гуманитари наукин институтĕнче туса хунă йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ çак кунсенче Патăрьелĕнче иртнĕ. Малтанах ларăва хутшăннисем Хирти Пикшикре пулнă, кунти шкулти музейпа паллашнă.
Йĕркелÿ комитечĕн ларăвне район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă. Николай Иванович Хабиб Миначевăн юбилейĕпе çыхăннă тĕп мероприятисене раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче ирттерме сĕннĕ. Мускавран, Шупашкартан тата Хусантан килнĕ сумлă хăнасем çав кунхине Хирти Пикшикре пулĕç, савăнăçлă пуху Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕн акт залĕнче иртĕ.
А. ИВАНОВ.