АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хапăл туса кĕтетпĕр, хамăр йыша илетпĕр»

06 декабря 2008 г.

Ятпа иртрĕ Туçари вĕрентÿ центрĕнчи пĕрремĕшсене вулакансен йышне илме хатĕрленĕ уяв. Ял тата шкул библиотекин ертÿçисем А.Кузнецовăпа А.Глинкина пÿлĕме шарсемпе, хăюсемпе илемлетрĕç. Пĕчĕккисем валли çырса хатĕрленĕ кĕнекесенчен “Вуласассăн кĕнеке, çăмăл пулĕ вĕренме” выставка хатĕрлерĕç. Уяв ятарлă сценарипе иртрĕ. Пĕрремĕшсем хулăн, илĕртÿллĕ хуплашкаллă кĕнекесемпе тулнă çÿлĕксен хушшинче хăйсене асамлă çĕр-шыври пек туйрĕç. Пÿлĕме виçĕ сысна çури (Кристина Виноградова, Кристина Щербакова, Клава Острякова) чупса кĕчĕç. Ачасенчен хăйсене пытарма пулăшу ыйтрĕç. Хыççăнах кашкăр (Павел Кузнецов) çитрĕ. Сысна çурисене çисе ярассипе хăратрĕ. Алăка шаккамасăрах тепĕр кĕтмен хăна йăвача (Диана Овечкина) чупса кĕчĕ. Ун хыççăн – тилĕ (Алексей Табаков).Тилĕ те, кашкăр та уява пухăннă ачасене пула выçă юлнă пирки мăкăртатрĕç.

Библиотекарьсем кĕтмен хăнасене хăйсене йĕркеллĕ тытмасан пĕрремĕшсем вĕсем çинчен çырнă кĕнекесене вуламасăр хăварасси пирки асăхаттарчĕç. “Асăннă чĕрчунсем çинчен хайланă юмахсем тата пĕлетĕр-и;” тесен, ачасем пĕрне-пĕри пÿле-пÿлех асăнчĕç.

Малалла библиотекарьсем пĕрремĕшсене вулавăшра хăйсене еплерех тытмалли çинчен каласа пачĕç. Кĕнекесене тирпейлĕ, çурса-вараласа пĕтермесĕр вуламалли çинчен ăнлантарчĕç. Ачасем те парăмра юлмарĕç. Класс ертÿçи Л.Глинкина ертсе пынипе кĕнекесем çинчен, тирпейсĕр ачасене пула “нуша курнăскерсене” еплерех “сыватасси” пирки сăвă хыççăн сăвă шăрантарчĕç.

Хыççăн библиотекарьсем кĕнеке илсе ăна каялла тавăрса панă чухнехи самантпа паллаштарчĕç. Ачасене ашшĕ-амăшĕпе класс ертÿçи хатĕрленĕ “От года до семи” ятлă кĕнеке парнелерĕç.

Уяв сĕмне парне хуçисем хăйсем те килсе курни пушшех те илем кÿчĕ. Малашне вĕсем библиотекăра тăтăшах пулма, ачасем еплерех вуланипе интересленсе тăма пулчĕç.

А.ВОРОБЬЕВА,

7-мĕш класра вĕренекен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика