06 декабря 2008 г.
Уроксем вĕçленнĕ. Анчах та пĕр кабинетра ачасем кăмăлтан калаçни илтĕнет. 7-мĕш классенче вĕренекенсем акăлчан чĕлхине кам лайăхрах пĕлнине кăтартасшăн тупăшаççĕ. М.Стефейкинăпа Н.Матвеева тем тĕрлĕ ĕç те хатĕрленĕ: ыйтуне хуравламалла, компьютерпа вăйăра ăмăртмалла, ÿкерчĕк тăрăх хайлав калăпламалла тата ытти те.
Класс командисемшĕн “чирлекенсем” те пĕрре те ахаль лараймаççĕ. Вĕсен те балл пухмалла-çке.
Хĕрÿ кĕрешÿре 7-мĕш “а” класс ачисем çĕнтерчĕç.
Никам та кăмăлсăр юлмарĕ: çĕнтерÿçĕсем мĕн пĕлнипе çырлахмалла маррине ăнланчĕç, выляса янисем акăлчан чĕлхине тата лайăхрах вĕренме шут тытрĕç.
Р.РОДИОНОВА. Турханти вăтам шкул.