10 декабря 2008 г.
Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Переделкинăри хăйĕн резиденцийĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ II Алексий вилнĕ.
Вăл (Алексей Михайлович Ридигер) 1929 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче Таллинра çуралнă. Священник санне 1950 çулта илнĕ. 1961 çултан – Таллинпа Эстони епископĕ. 1964 çулта архиепископ, 1968 çулта митрополит санĕсене тивĕçнĕ. 1990 çулхи çĕртме уйăхĕнче Вырăс Православи Чиркĕвĕн Поместнăй Соборĕнче ăна Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархне суйланă.
Раççейри Православи чиркĕвĕ вăйланнипе, халăх ĕненĕвĕ ÿснипе, пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçсемпе палăрнă II Алексий Патриархăн сăваплă ĕç-хĕлĕ.
Устав тăрăх, Поместнăй Соборăн Мускав тата Пĕтĕм Руçăн çĕнĕ, вун улттăмĕш Патриархне 6 уйăхран кая юлмасăр суйламалла.
Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Православи Чиркĕвĕн Мускав Патриархине Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ II Алексий пурнăçран уйрăлнă пирки чунран хурланни çинчен телеграмма янă.
“II Алексий Патриарх ячĕпе Чăваш Енри çутă та пĕлтерĕшлĕ пулăмсем нихăçан татăлми çыхăннă, – тенĕ унта. – Çак шутра – Шупашкарăн çĕнĕ тĕссемпе ялкăшакан истори центрĕ, Чиркÿ çулĕ, çĕнĕрен çĕкленнĕ чиркÿсемпе мăнастирсем, вăл никĕсленĕ, каярах Чăваш Енĕн тĕп хулинче ĕненÿпе ăс-хакăл центрĕ пулса тăнă Пукравпа Татиана соборĕ. Республикăра пурăнакансем Раççейпе Чăваш Ене чĕртсе тăратас тĕллевпе вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă сăваплă çынна – Вырăс Православи Чиркĕвĕн ертÿçине, Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархне II Алексие яланах хăйсен чĕринче упрĕç, хисеплесе те юратса аса илĕç”.
Алексий Патриарха ĕнер Мускаври Богоявлени соборĕнче пытарнă. Çакна вăл çырса хăварнă халалпа килĕшÿллĕн тунă.