10 декабря 2008 г.
Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви черетлĕ Тĕп редактор кунне Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен” Указне тата “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе массăллă информаци хатĕрĕсем умĕнче тăракан тĕллевсем пирки ирттернĕ.
Республика тата район хаçачĕсен тĕп редакторĕсене ял ĕçченĕн ятне-ĕçне çÿлерех çĕклес, республикăра агропромышленность комплексне аталантарас, ял хуçалăх продук-чĕсен, чĕр таварĕсен тата апат-çимĕçĕн рынокне 2008-2012 çулсенче йĕркелесе пырас пирки йышăннă программăна пурнăçлас енĕпе тимлĕхе ÿстерме сĕннĕ.
Кулленхи темăсем шутĕнче ял хуçалăх продукчĕсене сутма майсем туса хурасси, яллă вырăнсене аталантарасси тĕп вырăнта пулмалла. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ ял ĕçченĕн пурнăçне, йăли-йĕркине, хастарлăхĕн çăл куçне çутатас тĕлĕшпе çĕнĕ утăм пулса тăтăр.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров республикăри аграрисем умне çулсерен пĕрер миллионшар тонна çĕр улмипе тĕш тырă туса илме тĕллев лартрĕ. Çавна май республика тата район хаçачĕсенче селекци çитĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртес, ку чухнехи инновациллĕ технологисемпе усă курас, агропромышленность комплексне пултаруллă кадрсем явăçтарас ыйтусем те паллă вырăн йышăнмалла.
(Хамăр корр.).