10 декабря 2008 г.
Турханти психоневрологи интернатĕнче паллă уявсене асра юлмалла ирттереççĕ. Ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче Аннесен кунĕ ячĕпе ятарласа республика тĕп хулинчен артистсене йыхравланă. Елена Иовлева, Стас Владимиров, Алина Вейгетова коллективри аннесене çепĕç юрă-кĕвĕпе саламланă. Уяв парнишĕн кашни анне савăннă.
Раштав пуçламăшĕнче коллектив тепĕр уява, Инвалидсен кунне паллă тума пуçтарăннă. Ăс-тăн, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах çынсене саламлама Турханти вăтам шкулти пĕчĕк “артистсем” килнĕ. Инвалидсем хăйсем те парăмра юлман, сцена çинче юрланă та, ташланă та.