10 декабря 2008 г.
Паян район центрĕнче пĕрре çеç мар, темиçе таксослужба та пур. Талăкăн кирек хăш сехетĕнче шăнкăравласан та ятарлă адреспа туххăмрах килсе çитеççĕ. Васканă чухне чăнах та лайăх ĕнтĕ. Енчĕкре укçу çеç пултăр.
Район центрĕнчи Гагарин урамне вара таксистсем чĕнсен те килесшĕнех мар. Хирĕçлемерĕç пулсан вара вунă тенкĕ ытларах, 60 тенкĕ илеççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Çак урама автомашинăпа çеç мар, пылчăк вăхăтĕнче çуран та кĕрсе тухма йывăр пулнăран. Таксистсене те сас хăпартса вăрçаймăн. Камăн машинăна çак урама кайса çĕмĕрес килтĕр; Ун вырăнне вăл çатма пек такăр çулпа инçе яла кайма та хатĕр.