АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшшипе кĕтсе илеççĕ

10 декабря 2008 г.

Пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас ыйтăва Раççей Правительстви шайĕнче те çĕклесех тăраççĕ. Ку енĕпе ĕçлеме ÿркенменнисене çул уçса параççĕ. Мал ĕмĕтлĕ çынсем район шайĕнче те пур. Вĕсен шухăш-кăмăлне хирĕçлемест район администрацийĕ. Шăпах çавна пула ура çине тăма пултарчĕ районти Перекет банкĕнче столовăй-буфет уçма шут тытнă М.Ахмадеева повар. Месхуде Бедретдиновнăн çакна тума пултарулăхĕ çитрех. Районти обществăлла апатлану предприятийĕн системинче вăл 32 çула яхăн ĕçлерĕ. Шăнкăртам хĕрĕ, Шăнкăртам кинĕ М.Ахмадеева. Пурнăç çулĕ çине тухма пулăшакан малтанхи пĕлĕвне вăл ялти шкулта илнĕ. Аттестатлă пулсан Шупашкарти кулинари училищине çул тытнă. Ĕçлĕ практикине тĕп хулари машинăсем валли юсав пайĕсем кăларакан заводра ирттернĕ. Ял пурнăçĕ çывăхрах пулнă ăна. Тĕпленме шутламан хулара Месхуде Бедретдиновна. 1975 çулхи сентябрь уйăхĕнче районти обществăлла апатлану предприятине таврăнса ĕçе вырнаçнă.

Ир тăрсан та, кăнтăрла та, каçхине те апат сĕтелĕ умне пырать çын, мĕншĕн тесен хырăм выçать. Халĕ апатне те япăх çиместпĕр. Тутлăраххи тутă тытать. Тепĕр чухне кил хуçи хĕрарăмне ялан апат хатĕрлесси те йăлăхтарать. Çавăнпа столовăйне утатпăр. Унта меню пуян. Салачĕсем çеç 5-6 тĕрлĕ. Яшка, иккĕмĕш блюдăсем кăмăла кура суйласа илме пулать. Чейпе ĕçме вĕри кукăлĕ, икерчĕ хатĕр. Кирек хăш столовăйне кĕрсен те поварсен пичĕ çинчи ăшă кулă кăмăла çĕклет. М.Ахмадеева клиентсене яланах çапла кĕтсе илет. Малтанах хальхи “Пельменная” вырăнĕнчи кивĕ столовăйĕнче ĕçлеме пуçăннă вăл. Унта апатланма йышлăн çÿретчĕç. Райпора иртекен семинар-канашлусенчи çынсем пурте çавăнта кĕретчĕç. Пĕрле ĕçлекен Г.Юнусова, Г.Земдиханова, А.Афанасьева кухня ĕçченĕсем аслă повара куçпа пăхсах ăнланатчĕç. Наци кухни кунĕсем ирттерни килĕшетчĕ апата çÿрекенсене. Чăваш, тутар блюдисене черетлесе пĕçеретчĕç. Çĕнĕ столовăй хута яни апатланакансен йышне тата та ÿстерчĕ. М.Ахмадеева “Юность” кафери, “Нива” ресторанти поварсемпе ăмăртса ĕçлетчĕ. Куллен 70-80 çынна апатлантаратчĕç вĕсем. Коллективлă мероприятисем ирттеретчĕç. Килти уяв тăвакансене кукăль, булка пĕçерсе паратчĕç. Чăваш хуплуне заказ паракансем те пулнă. Хур-кăвакал тĕтĕмлеме ыйтатчĕç. Ăсталăх кирлĕ-çке.

Çулне кура маçтăрлăхĕ ÿссех пычĕ Месхуде Бедретдиновнăн. Республикăра Раççей шайĕнче ирттерекен конкурссене çулленех хутшăнса пычĕ вăл. 1988 çулта “Мастер-повар” ята тивĕçрĕ. Фирма блюдисем хатĕр-лесе кашнийĕнчех мала тухатчĕ. Хăйĕн ăсталăхне ыттисене вĕрентетчĕ. Пултарулăхне курах аслă повара “Нива” ресторана куçма сĕнчĕç. Хирĕçлемерĕ М.Ахмадеева. Кунта унăн Галя аппăшĕ те ĕçлетчĕ. Пĕр-пĕринпе канашласа, ăмăртса вăй хума кăмăллă та-çке. Ят-сумĕ ресторанта та çĕкленчĕ. 4 хутчен районти “Професси тĕлĕшпе чи лайăххи” ята тивĕçрĕ повар. Раççей Федерацийĕнчи, Чăваш Республикинчи потребкоопераци правленийĕсен тав хучĕсене, Хисеп грамотисене илчĕ. Хăйĕн ăсталăхне кура çак утăма турĕ те ĕнтĕ. Халĕ кунти столовăйра тăваттăн ĕçлеççĕ. Г.Таракова повар, Г.Айнетдинова кондитер тата Г.Валитова буфетчица. Поварпа кондитерăн ĕç ăсталăхĕсем каллех пур. Маларах Ульяновскинче ĕçленĕскерсем. Кунне 80-90 çынна апатлантарма ĕлкĕрет пĕчĕк йыш. Блюдăсене çĕнетсех тăрать. Çуралнă, уяв кунсенче заказпа сĕтелсем хатĕрлет.

Ир пулать те каç килет. Сисĕнмесĕрех вăхăт иртет. Столовăй уçни те виçĕ çул çитет. М.Ахмадеевăн тивĕçлĕ канăва тухма çулĕ çывхарса пырать. Апла пулин те клиентсене тутлăран тутлă апат çитерсе вĕсен ĕçлес кăмăлне çĕклес ĕмĕчĕсем пысăк-ха унăн. Ачисем çитĕннĕ. Минкадир Каюмовичпа виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшĕ аслă шкултан вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнă. Пĕри çемьеллĕ. Тĕп йăваран уйрăлса тухма ĕмĕтленет. Çурчĕ-йĕрĕ хатĕр. Виççĕмĕш ывăлне çар ретне ăсатрĕç Ахмадеевсем.

– Алăкран кĕрекен çынна “килех” теме вĕрентнĕ пире атте-анне. Сĕтел хушшине лартса чейпе сăйласси те йăлара. Çавăнпа апата çÿрекенсене кăмăлтан кĕтсе илетпĕрех, – тет М.Ахмадеева аслă повар, ыттисенчен те çавнах ыйтать.

А.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика