10 декабря 2008 г.
Патăрьел урамĕсем илемленсе, капăрланса пыраççĕ. Пысăк, пысăк çуртсем çĕкленеççĕ, тротуарсене çĕнетеççĕ. Совет урамĕ чи вăрăмми шутланса тăрать. Вăл хăй кăна пĕр вăтам ял. Унăн тăрăшшĕ виçĕ километр ытла. Ара вăл Елчĕке каякан çул кăна мар, Тутар республикипе çыхăнтараканни те. Анчах урамра автобус чарăнăвĕсем сахал. Пире инвалидсене, пенсионерсене аякрисене çитме йывăр. Крепков, Калинин, Табаков урамĕсенче пурăнакансен Совет урамне тухса аптека патĕнчи остановкăна çитмелле. Урăх чарăну вырăнĕ çук. Шупашкарах илер, унта çĕр метртан пĕр остановка пур. Ман шухăшпа “Кĕрсе тух” лавкка патĕнче чарăну вырăнĕ кирлех. Калинин урамĕ тĕлне тумалла. Çакна тума ватă çынсем, пенсионерсем, инвалидсем питĕ хытă ыйтатпăр. Эпир ку ыйтупа суйлав умĕн пулас депутата Ермолаева та сĕнÿ панăччĕ. Пире больницăна, пасара, автостанцине, район центрĕнчи организацисене кайма йывăр. Таксипе çÿремелĕх пысăк укçа илместпĕр. Çавăнпа та пирĕн ыйтăва тивĕçлĕ татса парасса кĕтетпĕр.
Ватлăх пурин патне те çитет. Хуравне “Авангард” хаçат урлă кĕтетпĕр.
Пенсионерсем ыйтнипе ĕç ветеранĕ, ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.ЯКОВЛЕВ тата 20 çын алă пуснă.