10 декабря 2008 г.
Хĕл инкексĕр ирттĕр тесе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн
кăтартăвĕсене пурнăçласа Патăрьел районĕнчи электричество тата ăшă
объекчĕсенче сиксе тухнă авариллĕ лару-тăрăва пĕтермелли ятарлă тактика вĕренĕвĕ иртнĕ.
Вĕренÿ вăхăтĕнче коммуналлă хуçалăха кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пĕр тикĕс ĕçлеттерес, çанталăк сивĕтнĕ условисенче газпа усă куракансенче резервлă топливо çине куçармалли графика ĕçе кĕртес, электроэнергетика объекчĕсене 2008-2009 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта электроэнерги татти-сыпписĕр парса тăрас, авариллĕ лару-тăрура “01”, “02”, “03”, “04” службăсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелес ыйтусем тĕп вырăнта пулнă. Çавăн пекех ертсе пыракансем хăйсене пăхăнакан вăйсен ĕçне тĕрĕс йĕркелессине те тимлĕ пăхнă.
Çут çанталăка тата техникăллă сăлтавсене пула сиксе тухнă чрезвычайлă лару-тăрура асăрхаттару тата сирсе яру мероприятийĕсен планĕсем паянхи пурнăçпа мĕнлерех çыхăнса тăнине тишкернĕ. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан пĕлтермелли меслетсене палăртса тĕрĕсленĕ.
Вĕренÿ валли лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланă.
А.АЛЕКСЕЕВ.