10 декабря 2008 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕ çамрăксем, çул çитмен ачасем виçерен иртекен ĕçсем ан туччăр тесе тăтăшах тимлет. Çак тĕллевпе эпир тăтăшах шкулсенче, коллективсенче пулса калаçусем ирттеретпĕр, вырăнсенче экстремистла шухăш-кăмăллă ушкăнсемпе ертÿçĕсем ан пулччăр тесе айккинчен явăçтарнă яваплă çынсемпе рейдсем йĕркелетпĕр.
2008 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнчи Раççейри Шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн “О мерах, принимаемых органами внутренних дел Российской Федерации, по противодействию экстремистской направленности” йышăнăвне тĕпе хурса нумай нациллĕ пысăк районта яланах тăнăçлăх пултăр тесе тăрăшатпăр. 2002 çулхи халăх перепиçĕ тăрăх, пирĕн районта 41669 çын пурăнать. Вăл шутра 30,4 пин чăваш (72,7:), 10602 тутар (25,4:), 1,9 проценчĕ ытти халăх çыннисем. Район центрĕнче çеç 5702 çын пурăнать.
Пирĕн район территоринче пурăнакансем христиан тата мăсăльман тĕнĕн йăли-йĕркине тытса пы-раççĕ. Ытти тĕн представителĕсем çук.
Районти шалти ĕçсен пайĕ тĕн представителĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Кашни çур çулта пĕр хутчен тĕл пулса тĕн йăли-йĕркипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яватпăр, районта агрессивлă тĕн юхăмĕсем килсе ан çакланччăр тесе тăрăшатпăр. Кăçалхи Акатуй-сабантуй умĕн тĕн представителĕсемпе пысăк тĕл пулу йĕркелерĕмĕр.
Криминаллă милици сотрудникĕсем район территорийĕнче экстремистла шухăшлă вĕрентÿсем ан пулччăр тесе тĕнпе çыхăннă объектсенче тăтăшах пулса оперативлă тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ. Ку таранччен райшалĕçпайĕнче терроризмпа, экстремизмпа çыхăннă фактсем пулман.
И.КИРГИЗОВ,
обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ.