10 декабря 2008 г.
Глаукома – куçшăн вăраха пыракан йывăр чир. Унăн тĕп паллисенчен пĕри куçăн пусăмĕ хăпарни. Куç ăшĕнчи пусăм вăйлă хăпарса кайсан тата вăрах тытăнса тăрсан, япăх курма пуçлать, курăнас тавралăх хĕсĕнет, шалтан хĕссе ыратма тытăнать. Врачсем шалти пусăма тонометрпа виçсе пĕлеççĕ.
Глаукома – куç чирĕ çеç мар, пĕтĕм организм чирĕ. Вăл куçри улшăнусене пула кăна мар, нерв системи пăсăлнипе те пуçланса каять. Хăш-пĕр чухне глаукома йăхран та куçма пултарать.
Чир темиçе çула кайма пултарать. Çын кунран-кун начартарах курма пуçлать. Чир шала кайсан çынна сыватма май çукпа пĕрех.
Вăл тĕрлĕрен аталанать. Куç ăшĕнчи пусăм тăрук хăпарса кайсан куç пач курми пулать, хытă ыратать. Çавăн пекех пуç та ыратма тытăнать, çын хăйне япăх туять, хăш-пĕр чухне кăмăл пăтранса хăстарма та пултарать.
Тепĕр чухне куç япăхма пуçланине çын сисмессе те пултарать. Ун пек чухне вара чире куç ăшĕнчи пусăма виçсе çеç пĕлме пулать.
Глаукома чирĕ уйрăмах 40 çултан иртнĕ çынсен хушшинче ытларах. Çавăнпа та çак çула çывхарнă кашни çыннăн хăйĕн куç пусăмне пĕлме тăрăшмалла. Ялти медицина пунктне çитсе канаш ыйтма пултаратăр. Енчен те куç пусăмĕ хăпарнă пулсан, вăрах кĕтсе тăма юрамасть. Районти тĕп больницăна куç тухтăрĕ патне васкамалла. Глаукома чирне мĕн чул маларах пĕлнĕ, çавăн чухлĕ куçа сывăрах упраса хăварма пулать.
Глаукома чирне тĕплĕн пĕлнĕ хыççăн кашни чирлĕ çыннăн тухтăр каланă канашсене итлемелле, эмелсемпе кирлĕ пек усă курмалла. Чирлĕ çынна килĕнче сипленĕ вăхăтра пилокарпин ятлă эмел ытларах усă парать. Унпа куçа тумлатаççĕ. Глаукомăран сиплессине вăхăтлăха чарма е пăрахăçлама куçа сыватакан тухтăр кăна пултарать. Глаукома чирĕнчен сыватасси час-часах чĕрепе юн тымарĕсем, нерв системи, вар-хырăм тата ытти органсем ĕçленинчен килет.
Чирлĕ çын сывалнă вăхăтра кулленхи çирĕп йĕркене хăнăхса, пурнăçа кĕртсе пыни уйрăмах питех те кирлĕ. Ытлашши хумханса пăлханма, чĕререн кулянма, ывăнса халтан кайма юрамасть. Вĕсем куçа вăйсăрлатаççĕ.
Куç вăйне хавшатакан сăлтавсен шутне çаксем кĕреççĕ: пуçа пĕксе, пĕшкĕнсе ĕçлени, урай çуни, кĕпе чÿхени, çум çумлани, йывăр çĕклени, вĕри мунчара çапăнни, тăвăр çухаллă кĕпепе çÿрени тата ыттисем те.
Çак вăхăтрах çăмăлтарах вăй-хал ĕçĕ, тулта уçăлса çÿрени, виçеллĕ вулани, çырни, çителĕклĕ çутăра çĕвĕ çĕлени глаукомăпа чирлĕ çыннăн сывлăхне самайлатма пулăшаççĕ. Телевизорпа паракан передачăсене çителĕклĕ çутă пÿлĕмре çеç курма юрать.
Апат енчен ытларах пахча çимĕçпе сĕт-турăх çини аван. Какайпа пулă менюра пулмалла. Тăварланă тата тĕтĕмленĕ апат-çимĕçе çимелле мар. Глаукомăпа чирлĕ çыннăн табак туртма, эрех-сăра, çăра чей, кофе ĕçме юрамасть.
С.ШАДИРЯКОВА,
куç врачĕ.
Н.СПИРИДОНОВА,
медицина сестри.