10 декабря 2008 г.
Пăрулас умĕн сума пăрахтаракан тапхăр кашни ĕнен хăйне май. Ăна ĕнепе хуçи кăна пĕлет. Пăрулас умĕн ик-виç уйăх юлсан ĕнен хырăмĕ уйрăмах хăвăрт çитĕнет. Çавăнпа та унăн пĕтĕм вăйĕ ăна тăрантарма каять. Вăл вăхăталла сĕт парĕсем тулса çитеççĕ. Малтанхи 2-4 эрнере çилли пĕчĕкленет. Унтан ÿсме тытăнать. Икĕ уйăхран вăл та çитĕнсе çитет.
Пысăк продуктивлă ĕнен çилли ытларах пĕчĕкленет. Çавăнпа та ăна çитĕнсе çитме вăхăт нумайрах кирлĕ пулĕ. Çулталăкра ултă пин литр сĕт паракан ĕнене пăрулас умĕн сумасăр 2,5-3 уйăх кантармалла.
Ĕне хăех сĕт антарма пăрахрĕ пулсан та канăçсăрланма кирлĕ мар. Выльăх организмĕ мĕн тумаллине хăех лайăх пĕлет. Сирĕн рациона улăштармалли кăна юлать.
Ĕне сума пăрахнă тапхăрта сĕт антаракан апата – концентрат, силос, тымар çимĕç – сахал памалла, пачах памасан та юрать. Утă ытлăн-çитлĕн çитермелле. Вăл паха пулмалла. Улăм çитермелле мар. Хăш-пĕр лару-тăрура 1-2 кун шыв ĕçтермесен те юрать.
Чылай чухне ĕне каçхине пăрулать. Вăл тапхăрта таврара шăп, пĕр сас-чĕв те çук.
Пĕтĕ ĕне сĕтне урайне суса пăрахма юрамасть. Микробсем ĕрчеме пултараççĕ. Вĕсем вара ĕне чĕччине лексе мастит пуçарма пултараççĕ. Тата халăхра “урайне суса тăкнă сĕт инкеке йыхăрать” тени те пур.
Пĕтĕ ĕне выртса тăракан вырăн таса пулмалла. Айсарăмне тăтăшах улăштармалла. Тислĕкне кашни кунах тасатмалла. Шăнасенчен хăтăлма тăрăшăр. Мĕншĕн тесен чылай инфекцие вĕсем сараççĕ. Ăшă витере вара шăнасем çулталăк пурăнма пултараççĕ. Айсарăм çемçе пултăр, ĕне чĕччине ан ыраттартăр. Çавăнпа та торф е пăчкă кĕрпи сарма кирлĕ мар. Торфран аллерги чирĕ пуçланма пултарать. Пăчкă кĕрпинчен çĕкленекен тусан вара куçа, сăмсана кĕрет.
Малалла сĕт парĕсем пирки калаçăпăр. Ĕне пĕтĕ чухне гормонсен пулăшăвĕпе сĕт парĕ хăвăрт ÿсме тытăнать, чылаях хăпарса каять. Çав вăхăтра сĕт парĕн тĕртĕмĕ те хăвăрт çитĕнтĕр тесен ĕне çиллине массаж тумалла. Паллах, ăна тимлĕ пурнăçламалла. Уйрăмах пăрулас умĕн. Ăна тунă чухне çилли хытнине туйма тытăнтăр пулсан вăхăтлăха массажа пăрахăçламалла, сĕтеклĕ тата тĕш тырăллă апат сахалтарах памалла.
Сăмах май, массажа маститран кăна мар, сĕт парĕсен калăпăшĕ ÿстĕр тесе те тумалла. Уйрăмах пирвайхи хут пăрулакан ĕненне. Çакă унăн продуктивлăхне ÿстерме май парĕ.