АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр пулсан та малаллах

13 декабря 2008 г.

“Труд” хуçалăх районта, республикăра малта пыракан хуçалăхсен йышĕнче. Экономика енчен те вăл тĕреклĕ. Çулсеренех çĕр улми, тыр-пул ăнса пулать. Кăçал “иккĕмĕш çăкăр” ани 250 гектар йышăннă, гектартан 224 центнер тухăç пухса кĕртнĕ. Ăнса пулнă культурăна упрама çутă шăвăçран кĕлет тунă. Вăл 20 метр сарлакăшĕ тата 61 метр тăршшĕ. Хута янă çĕрте Шупашкартан килнĕ специалистсем вăй хучĕç. Çĕр улмине хĕл каçарма пĕтĕм услови пур.

Хуçалăхра хальхи вăхăтра “иккĕмĕш çăкăра” суйласа сортлас тата сутас ĕç пырать. Куллен кунта 60 çын вăй хурать. Ял ĕçченĕсемсĕр пуçне Упамсаран çирĕм-вăтăрăн килеççĕ. Вĕсене ятарласа кайса илеççĕ, леçсе яраççĕ. Кунне пĕрре столовăйĕнче апатлантараççĕ. Ĕçшĕн çийĕнчех татăлаççĕ, çавăнпа пурте хавхаланса тăрăшаççĕ.

Çур акине хатĕрленсе “Труд” хуçалăхра 6 вагон е 404 тонна тĕрлĕ йышши минераллă удобрени кÿрсе килнĕ. Вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ, халĕ шăпах ăна сортласа кондицие лартассипе тимлеççĕ. Кунта 20-25 çын вăй хурать. Çавăн пекех çур аки валли пĕр миллион та 500 пин тенкĕлĕх çунтармалли-сĕрмелли материал туяннă.

Машина-трактор паркне те çуллен çĕнетме тăрăшаççĕ. Кивĕ техникăпа çитĕнÿсем тума май çуккине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Кăçал “Енисей” комбайн, “Беларусь-1221”, Т-3060 тракторсем туяннă.

Б.КОШКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика