АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăнсан «Авангарда» пуян пулăн хыпарпа

13 декабря 2008 г.

Ĕлкĕреймен пулсан çак ĕçе тума васкамалла. 2009 çулхи пĕрремĕш çур çул валли “Авангард” хаçата çырăнтармалли тапхăр вĕçленсе пырать. Тулта кăрлач е авăн пулсан та юнкунпа шăматкун киле пырсах паракан хаçата çырăнмасăр мĕнле юлăн; Ăшă пÿртре ларсах хаяр хĕл кунĕсенчи сивĕсенче мĕн чухлĕ çĕнĕ хыпар пĕлетĕн. Район администрацийĕнчи çĕнĕлĕхсене, район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕн йышăнăвĕсене, район пуçлăхĕн хушăвĕсене, пенси, социаллă çăмăллăх кÿрекен саккунсене пичетлесех тăрать хаçат, субсиди, кредит ыйтăвĕсем кăсăклантаракансен хуравне те парать. Кун-çул уттипе тан пырас тесен район хаçатне çырăнма манмалла марах ĕнтĕ. Тÿлевĕ пĕртте хаклă мар. Унчченхи шайран пач та ÿсмерĕ. Ватăсем валли йăпанмалăх усăллă канашсене, çитĕннисем валли паттăр та маттур ĕçченсен ĕç кăтартăвĕсене, çамрăксем валли ĕмĕрсем иртсен те кивелмен юрату темине, шкул ачисем валли вĕренÿ учрежденийĕсенче иртекен кăсăклă мероприятисене пичетлесе тăма тăрăшатпăр хаçат страницисенче. Юбилярсене саламласах тăратпăр. Вулакансен çырăвĕсем мĕн чухлĕ пичетленеççĕ тата. Вĕсем темăна анлăлатма, географине пуянлатма пулăшаççĕ.

Çур ĕмĕр хаçата пĕр сиктермесĕр çырăнса илекенсем те йышлă. Тĕл пулсан вара хăйсемпе пĕр çултисен пурнăçне хаçат урлă пĕлнишĕн хĕпĕртесе калаçаççĕ. Е тата район хыпарĕсене хăйсем пĕлнипе çеç çырлахмаççĕ. Акă, Кивĕ Ахпÿртри Л.Волкова хăйĕн хĕрне Светланăна та килес çул илсе тăма хаçат çырăнса парса Çĕнĕ çул парни кÿнĕ (вăрттăнлăхне уçрăмăр ĕнтĕ).

Район хаçачĕ ĕçре усă курмашкăн та кирлĕ. Вырăнти çынсем унта тĕрлĕ информаци пичетлеççĕ. Кайран çавăн тăрăх уйăх, квартал отчечĕсене тăваççĕ.

Шкулта ĕçлекенсен, вĕренекенсен портфолионе те тултарма пулăшать пичет продукцийĕ. Ыхра Çырминчи Ю.Кулаковăпа Турханти вăтам шкулти Э.Трошкина, акă, хаçатра кун çути курнă материалсемпе усă курса районта ирттернĕ “Наука. Творчество. Аталану” конференцие хутшăнчĕç. Анчах тепĕр тĕлĕнтерекен тĕслĕх те шухăша ярать. Район хаçатне вăхăтра шалу илсе тăракан учительсем, культура, медицина, милици тата ытти вырăнсенче ларакан ĕçченсем сахалăн çырăнса илеççĕ. Сăмаха çирĕплетме аякка каймалла мар. Çакна Тутар Сăкăтĕнчи çырăнтару ĕçĕпе ĕçлекенсем те асăнчĕç. Ыхра Çырминчи почтальонкăсем вара шкулта ĕçлекен педагогсем пĕри те район хаçачĕсĕр юлманнине пĕлтерчĕç. Кунти вĕрентекенсем çитĕнекен ăрăва та хаçатпа туслă пулма явăçтараççех.

Кирек хăш хыпар та çĕннине пĕлтерет, шухăша ярать. Хаçата алла илсен вăхăт усăллă иртет, кичемлĕх тарать, çынпа пупленĕнех туйăнать. Çавăнпа çырăнма тăрăшаççĕ те ăна. Вулаканăм, эсĕ те вĕсенчен юлмастăнах ĕнтĕ. А.АСТРАХАНЦЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика