13 декабря 2008 г.
Иртсе пыракан çулăн пысăках мар çитĕнĕвĕсен шутне республикăри писательсен икĕ союзĕ килĕштерсе ĕçлеме пуçланине те кĕртме пулать. Вĕсем 1991 çултанпа хирĕç тăрура тăратчĕç.
Икĕ организаци – пăтранчăклă иртнĕ вăхăтăн палли, çĕр-шывĕпех ун чухне мĕн те пулин саланнă. РСФСР Писательсен союзĕнчен те, регионти союзсем пекех, уйрăлу пăрăнса иртмерĕ. Республикăра писательсен икĕ çĕнĕ организацине йĕркеленин тĕп сăлтавĕ, вĕсен председателĕсен Михаил Юхмапа Иван Вутлан сăмахĕсем тăрăх (пĕрремĕшĕ – Чăваш Республикин Писателĕсен союзне ертсе пырать, иккĕмĕшĕ – Чăваш Енри Профессилле писательсен союзне), союзăн кивĕ ертÿçисен ĕçĕпе тата политикипе килĕшменни. Йĕркеленнĕ хыççăнах пĕрлешÿсем хушшинче хăш-пĕр хирĕç тăрусен сăлтавĕсем те пулнă-тăр-ха, çапах та пĕр-пĕрин хушшинчи амбицисем ытларах тупăннă. Чиновниксен енчен те пĕр пек пулăшу пулманни хирĕç тăрăва тата вăйлатнă. “Енчен те пĕр-пĕр обществăна уйăрмасан, иккĕшĕнпе те пĕр пек правасемпе ĕçлесен, нимĕнле хирĕç тăру та пулмасть, пирĕн нимĕн те уйăрмалли çук, эпир республикăра культурăна аталантарас тĕллевпе пĕрешкелех ĕçлетпĕр”, – теççĕ перон паллă ăстисем. Культура министерстви уйăрнă укçа-тенкĕне икĕ организацине пĕрле ĕçе кĕртме сĕнчĕ те – калаçу пуçланса кайрĕ. Результачĕ вара – пĕрлехи мероприятисем. Çапла, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускаври М.Шолохов ячĕллĕ Тĕп библиотекăра “Нарспи” поэма 100 çул тултарнине халалласа чăваш литературин уявне ирттерчĕç. Ăна Чĕмпĕр облаçĕнче те ирттерме палăртаççĕ. Пĕрлехи чи пысăк проект вара – раштавăн 12-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш Енри çамрăк писательсен форумĕ. “Килĕ-шÿллĕ ĕç иртнĕ çулăн ака уйăхĕнчен пуçланчĕ пирĕн”, – теççĕ Михаил Николаевичпа Иван Дмитриевич. Министерство сĕниччен темиçе уйăх малтан кĕнекесен презентацисене, çамрăк писательсем валли мастер-классем пĕрле ирттертĕмĕр. “Пĕрле канашласан яланах пурте лайăх пулать. Ыт ахальтен халăхра çапла каламаççĕ пулĕ: “Пĕр ăс – ла-йăх, иккĕ – тата лайăх”. Çавăнпа та çамрăк талантсемпе ĕçлессине малалла тăсма, вĕсене кĕнеке кăларма пулăшма палăртаççĕ. Писательсен икĕ организацине пĕрлештерме пĕрлехи пичет органĕ йĕркелени те лайăх пулăшу пулĕ, тахçан çулленех “Çеçпĕл çеçкисем” альманах кăларнă. Хальлĕхе сăмах икĕ пĕрлешĕве пĕрлештересси пирки пымасть. Çапах та çакă пулма пултарать – икĕ председатель те хирĕçлемеççĕ. Мĕншĕн тесен писательсем яланах çынра çынлăх калăпланă, икĕ организацин пултарулăх вăйĕсене пĕрлештерсен вара, веçех ăнăçлă пулать.
Е.МИШИНА.