АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалу ыйтăвĕ – яланхи сăнавра

13 декабря 2008 г.

Патăрьел районĕн прокуратури граждансене шалу тÿлессин саккунлăхĕ тата прокурор енчен сăнаса тăрасси мĕнле шайрине пĕтĕмлетрĕ. Предприятисемпе организацисем ĕç укçи тÿлессине мĕнле пурнăçласа пынине сăнаса тăрасси прокуратурăн пĕрремĕш тивĕçĕ шутĕнче. Ĕçшĕн вăхăтра тÿленипе тÿлеменнине район прокурорĕ хăй тĕрĕслет.

Кăçалхи 11 уйăхра ĕç законодательствине мĕнле пăхăннине 44 хут тĕ-рĕсленĕ. Вĕсем хыççăн ертÿçĕсем ячĕпе 21 представлени, 22 протест ярса панă. Шалăва шутланă, анчах тÿлемен тĕслĕх чылай. Ăна шыраса илме суда 340 ыйту тăратнă, пурĕ 1221 пин тенкĕ тÿлеттернĕ. Ĕç укçи енĕпе парăмлă организацисен ертÿçисемпе бухгалтерĕсене ĕçлев ушкăнĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă.

Ĕç законодательствине пăснăшăн 9 административлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – шалу тÿлеменни.

Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче чи пĕчĕк ĕç укçи пирки саккуна пăснă тĕслĕхсене те тупнă. Паллă ĕнтĕ, вăл халĕ Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн 2300 тенкĕпе танлашать. Чи пĕчĕк ĕç укçин виçи Раççей Федерацийĕн пĕтĕм территорийĕнче вăйра тăрать, вăл ĕçлеме пултаракан çынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк хисепрен кая пулмалла мар.

“Родник” тулли мар яваплă пĕрлешÿре, акă, ĕç укçи 2250 тенкĕпе танлашнă. Ку чи пĕчĕк виçерен сахалрах. Çавăншăн пĕрлешÿ ертÿçи ячĕпе саккуна пăснă пирки представлени тăратнă, тĕп бухгалтера дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Çаксем хыççăн кунта шалу калăпăшне ÿс-тернĕ.

“Батыревское ЖКХ” предприятире те ĕç укçи енĕпе саккуна пăснă. Шалăва пайласа уйăхра икĕ хут памалла. Ку предприятире вара июль уйăхĕшĕн работниксен пĕр ушкăнне укçа паман. 57 çыннăн шалу парăмĕ 189893 тенке çитнĕ. Прокуратура предприяти ертÿçи Ю.Елистратов пирки административлă ĕç пуçарнă. Патшалăх ĕçлев инспекцийĕ вара штраф тÿлеттернĕ.

Ĕç укçи пирки саккуна мĕнле пурнăçласа пынине район прокуратури малашне те тĕрĕслесех тăрĕ.

В.ПУТЯКОВ,

район прокурорĕн аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика