13 декабря 2008 г.
“Авангард” хаçатра октябрĕн 8-мĕшĕнче пичетленнĕ “Ял тăрăх пуçлăхĕсем мĕншĕн ырă ĕçрен хăраççĕ-ши;” статьяна вуласа тухсан районта ял тăрăх пуçлăхĕсем хăйсен умĕнче тăракан ĕçсемшĕн нимĕнле яваплăх туйни те сисĕнмест. Нивушлĕ А.Николаева калашле, çав тери вĕсем хулăн ÿтлĕ-ши е район пуçлăхĕн йышăнăвне нимĕн вырăнне те хумаççĕ-ши; Çак статьяна вуласан мана, ĕлĕкхи вăхăтра хуçалăх ертÿçи тата ытти отрасльсенче ĕçленĕскерне, тĕлĕнтерсех пăрахрĕ. Шутласа пăхсан район икĕ ушкăна пайланнă пек туйăнать. Пĕрисем ĕçлекеннисем, теприсем – шалу илсе вăхăта ĕçсĕр ирттерекеннисем. Начар ĕçлеме хальхи вăхăтра май та çук, сăлтавĕ те пулмалла мар. Акă Район кунне Первомайскинче ирттерчĕç те Аслă Арапуç çыннисен, кунта уява килнĕ хăнасен асĕнчен çак кун нихăçан тухас та çук. Çанă тавăрса халăхпа пĕрле пĕр чĕлхе тупса ĕçлерĕç те мĕн пысăкăш ĕç пулса тăчĕ, историне кĕрсе юлчĕç. Мĕншĕн-ха лайăх ĕçлекен ял тăрăх пуçлăхĕсен пултарулăхне начар ĕçлекеннисен курмалла мар, ăна хăйсен территоринче пурнăçа кĕртме тăрăшмалла мар;
Ĕлĕкрех пĕр-пĕр хуçалăхра семинар ирттерсен, çак хуçалăхри лайăх енĕсене хамăр патăрта тума тăрăшаттăмăр. Халь вара урăхларах иккен. Хальхи вăхăтра ял тăрăх пуçлăхĕсем илекен шалăва нихăш районти пуçлăхсем те илеймен. Апла пулсан мĕн çитмест, мĕншĕн ĕçлемеççĕ, тен, вĕсене пысăк ирĕк пани никама пăхăнманлăх çураттарать.
Эпир, суйлавçăсем, ял тăрăх пуçлăхĕсене суйланă вăхăтри самантсене манман-ха. Ас тăватăр пулĕ: хăшĕ суйлавçăсене ĕçтерсе, Шупашкартан, таçтан артистсем илсе килсе, теприсем çĕрле кил тăрăх укçа парса çÿресе суйланса власть илессишĕн кĕрешрĕç, çав вăхăтрах хăйсен тавракурăмне, пултарулăхне ÿстерсе пусарăнса ĕçлеме тăрăшмарĕç. А.Николаева çырнă статьяна куçа уçса тĕплĕн вуласа тухсан ял тăрăх пуçлăхĕсен хушшинче никама пăхăнманлăх туйăнать. Кун пек япала лайăх патне илсе пырас çук. Район пуçлăхĕ хăйĕн хушăвĕпе хускатнă ыйтусене вырăнта пурнăçламаншăн статья çырсан çилленсе пăхаççĕ. Мĕн курайманлăх пур кунта, çанна тавăрса çеç ĕçлемелле! Ял тăрăхĕсенче пурте йĕркеллĕ-шим вара;
Район кунне тепĕр ял тăрăхĕнче ирттерме палăртнă пулсан конкурса хутшăнма мĕншĕн Алманчăсемпе Туçасем çеç хапăл тунă-ха, ытти ял пуçлăхĕсем ăçта тарса пытаннă вара çак мероприятие ирттерессинчен хăраса; Мĕншĕн тесен çак мероприятие ирттермелле пулсан малтанхи кунранах çанна тавăрса халăха, культура, спорт ĕçченĕсене явăçтарса планланă ĕçсене пурнăçлама пуçăнмалла. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ меро-приятие конкурсра çĕнтерсе кашни ялтах ирттерсе пыни обществăлла инфраструктурăна малалла аталантарма май парать, ял пуласлăхĕ ылмашать. Хуçалăх ертÿçисен пултарулăхĕ çине çеç таянса пурăнни хисеплĕ мар.
Ял тăрăх пуçлăхĕсемшĕн кăçал ĕçлĕ çулталăк пулчĕ. Чылай ялсене пырса кĕнĕ вырăнсенче, парксенче, ытти обществăлла вырăнсенче тирпейпе илем кĕртрĕç. Çавăнпа пĕрлех ял хушшинчи çулсене хăпартасси те, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ йĕркеленĕ фестивале хутшăнса хамăрăн культура шайĕнчи пултарулăха халăха кăтартасси те вĕсем çинчех. Районта “Йывăç кунне” те йĕркелерĕç.
Анчах та çак асăннă, хускатнă ыйтусем пĕри те йĕркеллĕ вĕçленеймерĕç. Ялсенче куршанак та вĕлтĕрен, Именкассинчи Çĕнтерÿ паркне кĕмелле пулсан, вĕлтĕрен чĕпĕтет, куршанак çыпçăнать, кĕме çук, ял хушшинчи çулсене халăх укçа пуçтарса пачĕ пулсан та вĕçлеймерĕç, ялсенчи культура ĕçченĕсем «Пирĕн çамрăклăх юррисем» фестивале те пурте хутшăнаймарĕç.
Пĕтĕмлетсе каласан, нихăш ыйтупа та вĕçне çити ĕçлени курăнмасть. “Йывăç кунĕ” вăхăтĕнче центрта шкул ачисем, учительсем, ытти ĕç коллективĕсем мĕн чухлĕ йывăç лартмарĕç-ши; Ялта вара пĕр йывăç та лартман тесен те çылăх пулмасть. Ку вăл халăхпа ĕçлеменнине, ответлăха туйманнине пĕлтерет.
Ĕçе кÿлĕнсен халăха пăртак йăпатмалли концерт илсе килсе, театра илсе кайса килнипе çеç лăпланмалла мар, ĕçре çирĕп йĕрке пулмалла.
В.СЕЛИВАНОВ,
ĕç ветеранĕ.