13 декабря 2008 г.
Республикăра электроприборсемпе усă курнă чухне пушар хуралĕн йĕркисене пăхăнманран çулталăк пуçланнăранпа 140 пушар пулнă, 7 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Инкексенче çичĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, пил-лĕкĕшĕ аманнă. Пирĕн районта çак сăлтавпа 19 инкек пулнă, пĕр çын вилнĕ. Инкексен ытларах пайĕ çынсенчен хăйсенчен килет. Вĕсем хăйсем тĕллĕн, йĕркене пăхăнмасăр электропроводасене вырнаçтараççĕ, тĕрлĕрен усă курмалли япаласем ăсталаççĕ тата ытти те. Çакă вара юлашкинчен инкек патне илсе пырать. Енчен çак сăлтавпа инкек тухрĕ пулсан, çухалса ан кайăр, “01” телефонпа, (“112” кĕсье телефонĕпе) шăнкăравлăр. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем çитиччен ăна ал айĕнчи япаласемпе (шыв, огнетушитель, кавир, одеяло тата ытти те) сÿнтерме пуçлăр. Анчах ан манăр: электроприборсене розеткăран уйăрсан çеç пушара сÿнтерме юрать.
Н.СЕЛИВАНОВА,
пушар хуралĕн
инструкторĕ.