13 декабря 2008 г.
Пирус туртни эпидеми шайне çитрĕ теме те пулать. Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕн эксперчĕсем пĕл-тернĕ тăрăх, 1,2 миллиард çын унсăрăн пурăнаймасть. Раççейре арçынсен 50 проценчĕ, хĕрарăмсен 20 проценчĕ туртать. Кашни çулах тĕнчере 4 миллион çын чĕлĕм туртнине пула вилни никама та хăратмасть пулмалла. Аслисем çăвара пирус чикнине курса ачисем те çак йăлана хăнăхасшăн: пĕрре тутанса пăхаççĕ, иккĕ, виççĕ. Кайран вара хăнăхса каяççĕ, туртма пăрахас тесен те пăрахаймаççĕ. Çакăнта табак каварлăхĕ палăрать те ĕнтĕ. Енчен те малтанхи çулсенче эсир пирус туртни сирĕн сывлăха сиен кÿнине туймастăр пулсан та пурăна киле тĕрлĕ чир-чĕр ертетех вăл. Хăш орган çине сиен кÿменнине калама йывăр. Чи вăйлă витĕм вара нерв системине тивет. Туртакансем часах ывăнаççĕ, пуçĕ çаврăнать, ыратать, тарăхаççĕ. Туйăм органĕсене те никотин сиен кÿрет, апат-çимĕç тутине туяссине япăхлатать.
Енчен те эсир нумай çул туртатăр пулсан, куç япăх курма пуçланинчен, хăлха начартарах илтнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Çакăн сăлтавĕ – табак наркăмăшĕсен витĕмĕ. Пирус тĕтĕмĕ чи малтанах сывлав органĕсене витĕм кÿрет – туртакансем ÿслĕкпе аптраççĕ. Пирус туртни ÿпке ракĕн сăлтавĕ те пулма пултарать.
Артери гипертонийĕ, атеросклероз, миокард инфаркчĕ, чĕрен ишеми чирне те пирус туртни малалла аталанма пулăшать. Туртакансен табак тĕтĕмĕн витĕмĕпе шăл эмалĕ çуркаланнине, шăлсем часах арканнине те асăнмасăр хăварма çук. Туртакансем çăвар ăш-чикĕн, карланкăн, тип пыр, апат пырĕн, вар-хырăм, вуник пумăклă пыршăн усал шыççисенчен туртманнисенчен 3-4 хут ытларах вилеççĕ – çакă та сире, туртакансем, шухăшласа кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума хистетĕрччĕ.
Сывă, усăллă пурнăç йĕрки сире кашни кун савăнăç кÿтĕр.
А.ПРОХОРОВ,
Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕн çумĕ.