13 декабря 2008 г.
Ачасене хушма пĕлÿ паракан центр çитĕнекен ăру пултарулăхне аталантарас тĕллевпе çулленех тĕрлĕ конкурс ирттерет. Район шайĕнче çĕнтернисене республикăрисене явăçтарать. Ку хутĕнче ачасем “Анне чĕри” конкурса хутшăнчĕç. Пĕрремĕш этапра мала тухнисен ĕçĕсене Шупашкара тăратрĕç. Районти конкурса вĕрентÿ учрежденийĕсене çÿрекен 7 çултан пуçласа 17 çула çитичченхи ачасем хутшăнчĕç. Пурĕ 398 ĕç тăратрĕç. Конкурс сакăр номинаципе иртрĕ. Вĕсем çаксем: “Пурте ун çинчен”, “Аннеçĕм манăн пĕччен çакнашкал”, “Чи лайăх интернет произведенийĕ”, “Пурнăçри тĕссем пĕр саншăн çеç”, “Хам алăпа тунă парнесем анне валли”, “Чи лайăх фотожурнал”, “Чи лайăх тематика баннерĕ”, “Паян – Анне кунĕ”.
Жюри членĕсене ĕçсене хак пама çăмăлах пулмарĕ. Мĕн пур лайăх сăмахсене усă курнă вĕренекенсем амăшĕсене хакланă чухне. Чи çывăх çынсем чăнах та çавăн пекех ĕнтĕ. Ĕçсене çиччĕрен пуçласа 12 çулхисенне, 13 çултан пуçласа вунçиччĕрисенне ушкăнласа хакларĕç. “Пурте ун çинчен” номинацире кĕçĕннисенчен Нăрваш Шăхалĕнчи Р.Кошкин, Кивĕ Ахпÿртри К.Салмина, Сăкăтри А.Елагинăпа Туçари Э.Ямалетдинова, аслă ушкăнрисенчен Туçари А.Табакова, О.Жукова, Нăрваш Шăхалĕнчи А.Федорова, Шăнкăртамри А.Бурчаклы малти вырăнсене йышăнчĕç.
“Аннеçĕм манăн пĕччен çакнашкал” номинацире Туçари А.Табаков, Кивĕ Ахпÿртри Т.Осипова, Тутар Сăкăтĕнчи Л.Сафиуллова, Алманчăри Е.Карсакова, аслăраххисенчен Турханти К.Родионова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти С.Лазарева, Сăкăтри В.Сурков çĕнтерчĕç.
“Чи лайăх фотожурнал” номинаципе конкурса хутшăннисем анне сăнарне сăн ÿкерчĕксенче кăтартрĕç. Чи çывăх çын ăшши, юратăвĕ уççăн курăнчĕ вĕсенче. Нăрваш Шăхалĕнчи А.Калашников, Ыхра Çырминчи Г.Камалетдинова, Çĕнĕ Ахпÿртри А.Кузнецова, Патăрьелĕнчи В.Каштанов, Треньелĕнчи М.Галкина, Ыхра Çырминчи Ю.Кулакова, Хирти Пикшикри И.Хамдеев, Турханти С.Богданова малти виçĕ вырăнсене йышăнчĕç.
“Пурнăçри тĕссем пĕр саншăн çеç” номинаципе конкурса хутшăннисем ÿкерчĕксем турĕç. Аслăрах çулхисенчен те, кĕçĕнреххисенчен те Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнче пĕлÿ пухакан О.Тагарова, А.Волкова, И.Михайлов, Т.Грачева, А.Найденова çĕнтерчĕç. Çĕнĕ Ахпÿртри А.Океанова, Шăнкăртамри И.Ильясова, Турханти Е.Базунова, Сăкăтри И.Муллина вĕсен хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.
Треньелĕнчи Я.Логинов, Кзыл Чишмари А.Тухветуллина, Первомайскинчи Р.Архипова, Алманчăри А.Никитина, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д.Владимирова, А.Кириллова, Туçари А.Петрова амăшĕсем валли хăйсен аллипе парне хатĕрленĕ. Алă ĕçĕсене выставкăна тăратса мала тухнă.
Аннеçĕм пурин те пĕрре. Ăна юратар чĕререн. Çепĕç сăмахсемпе шăрçаланă сăвă йĕркисем, сочиненисем, калавсем малашне те çырăнччăр. Вĕсене аслисем вуласа хак паччăр.
А. АСТРАХАНЦЕВА.