АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе лайăх йĕркелемелле, пĕлсе ертсе пымалла

20 декабря 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çыру республикăн тĕп хаçачĕсенче юнкун, декабрĕн 17-мĕшĕнче, кăнтăрлахи апат хыççăн вулакан патне çитрĕ. Ирхи кÿлĕм вара республика шайĕнчи çак пысăк пĕлтерĕшлĕ Çырăва район администрацийĕн залĕнче информаци кунне хутшăнакан ушкăнсемпе структура подразделенийĕсен ертÿçисем сÿтсе яврĕç. Патăрьелсемпе пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухма Чăваш Республикин Юстици министрĕ В.Петров, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин экспертпа криминал уйрăмĕн начальникĕ В.Новоженов, ЧР Нотариус палатин президенчĕ Е.Соколова, “Росгосстрах – Поволжье” Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн страхлакан обществăн филиал директорĕ А.Пирожков килсе çитрĕç.

Информаци кунне хутшăннисене район пуçлăхĕ Н.Глухов кун йĕркипе паллаштарнă хыççăн республика шайĕнче йышăннă Çыру район ĕçченĕсем, ертÿçĕсем умне мĕнле пысăк тĕллев кăларса тăратнине каларĕ. Кун валли вара пур ĕçре те çирĕп йĕрке кирлĕ, ертÿçĕсен çаврăнăçулăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

– Республика Президенчĕн черетлĕ Çырăвĕ пирĕншĕн кризис тапхăрĕ тесе хакланă вăхăтра та пуçа усмасăр, ăна çухатмасăр, пĕр-пĕрне ăнланса та итлесе ĕçлемелли çул маякĕ пултăр. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пире кăçалхи пекех ăнăçу кÿтĕр. Район ĕçченĕ яланхи тăрăшулăхпах пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтертĕр, экономикăна пуянлаттăр, культурăллă кантăр, халăх йăли-йĕркине тытса пытăр, мĕн пур майсемпе усă курса ял сăн-сăпатне çĕнеттĕр тата ытти те, – терĕ район пуçлăхĕ. Малалла вăл районти хуçалăхсем, предприятисем производствăна анлăлатас, çĕнĕ техника туянса ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе хальхи вăхăтра та пĕр чăрмавсăрах çăмăллатнă кредитсем илнине каларĕ, çак ыйтупа малашне те ĕçлемеллине çивĕчлетрĕ.

Республикăн юстици министрĕ В.Петров хăйĕн сăмахне чи кăмăллинчен пуçларĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Патăрьел районĕнчи Роспотребнадзорăн территори пайĕн начальникне Надежда Михайловна Сергеевăна “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ят панă ятпа саламларĕ, республика шайĕнчи пысăк хисепе çĕнсе илме ыттисене те ăнăçу сунчĕ. Малалла юстици министрĕ Чăваш Енре ку таранччен тунă курăмлă çитĕнÿ, ÿсĕм пирки чарăнса тăчĕ, малашлăх плансене асăнчĕ.

– Республика Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру – малашнехи пурнăç тезисĕ, кризис тапхăрне анализ туса пани. Чăваш çĕр-шывĕ нефтьпе, газпа пуян пулмасан та ĕçчен те тăрăшуллă халăхпа мухтанма пултарать. Çавăнпа малашне те пирĕн продукци туса илес, ăна тирпейлес, тухăçлă çĕре вырнаçтарас тесе тăрăшмалла. Чăвашсен продукцине чылай çĕрте лайăх йышăнаççĕ. Малашне те çаплах пултăр, – пĕтĕм-летрĕ хăйĕн шухăшне Валерий Павлович.

Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн информаци кунне хутшăннисем районти Мăшăрлану керменĕнче пулнă, демографи лару-тăрăвĕпе паллашнă. Çак кунхине Шăнкăртамри Рамиль тата Рузалия Куряковсене йĕкĕреш ывăл çуралнă ятпа саламланă, пулас пăхаттирсене çурални çинчен ĕнентерекен свидетельствăсем парса чыс турĕç.

Çавăн пекех информаци кунĕн пысăк ушкăнĕ çак кунсенче Шăнкăртамра уçăлакан çĕнĕ шкулпа паллашнă.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика