20 декабря 2008 г.
Раççей Конституцийĕн кунĕнче Шăнкăртамри Куряковсен çемйине тата икĕ ача, йĕкĕреш ывăлсем хушăннă. Аслă аппăшĕпе пиччĕшĕшĕн савăнма сăлтавĕ пур. Малашне вĕсем тăваттăн пĕр тăван пулаççĕ-çке! Пысăк çемье.
Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Р.Купкенов çуралакан кашни ача ашшĕ-амăшнех ЗАГС пайĕн пуçлăхĕпе О.Гусаровăпа юнашарах саламланă. Çемье çулталăкĕнче Шăнкăртамсен савăнмалăх пур. Ку таранччен çак ялта 79 пепке çут тĕнчене килнĕ, 55 çын вилнĕ. Демографи лару-тăрăвне тишкерсен çакă районта çеç мар, республикăра та чи лайăх кăтарту.