20 декабря 2008 г.
Ку чухнехи тĕнче кризисне çăмăллатас, халăхăн пурнăç шайне чакарас мар тесен, производствăна вăйлатмалла, продукци пахалăхне лайăхлатса ăна кирлĕ пек реализацилемелле. Кун пирки Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура та каларĕ.
Районти “Гвардеец” тулли мар яваплă общество çитес çултан горчица, сарă пăрăç, çитĕнтерсе илсе ăна тирпейлеме пуçласшăн. Кун валли вĕсем шанчăклă инвестор тупнă. Пысăк пуçарулăхпа палăртнă тĕллеве пурнăçламалли çеç юлать. Ун чухне вара районти кашни апатлану кĕтесĕнчи сĕтел çинчех горчица пулĕ. Пăрăçлă апата килĕштерекенсемшĕн çак хыпар пушшех те кăмăллă-тăр.