20 декабря 2008 г.
Ентеш академик
Хабиб Миначевич Миначев 1908 çулхи декабрĕн 11(24)-мĕшĕнче Хирти Пикшикре çуралнă. 1939 çулта М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ унăн наукăри çул-йĕрĕ. Органикăллă химипе кăсăкланма тытăннă. Углеводородсен химийĕ, органикăллă катализ тата нефтехими, нефть тирпейлекен отрасль валли гетерогенлă катализаторсен наука никĕсĕ – акă Х.Миначевăн наукăри çулĕсем.
Х.Миначев катализăн теори никĕсне тишкерсе аталантарнă, тĕрлĕ йышши органикăллă хутăшсене синтез тумалли çĕнĕ меслетсем хатĕрленĕ, техникăри пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем валли катализ системине тунă, хытă катализаторсенче пыракан тĕрлĕ реакци механизмне тĕпченĕ. 1939-1955 çулсенче углеводсен реакцийĕсене тĕпченĕ, бензин фракцийĕсене VIII ушкăнри металсенче тĕрĕслесе пăхнă. Катализаторсен активлăхне те хаклă йышши металсенче палăртнă. Çакăнпа риформинг валли пысăк эффективлăхлă промышленность катализаторĕсем хатĕрленĕ.
1955-1970 çулсенче Х.Миначев оксидсен катализ свойствисене тишкернĕ. Çав катализаторсем атомсен электронлă тытăмĕпе мĕнле çыхăннине палăртнă. 1962 çултан пуçласа изомеризаци, алкилировани, гидрировани, олигомеризаци, оксосинтез реакцийĕсенче цеолит катализаторсене тĕпчеме тытăннă. Цеолит катализаторсене ĕçе кĕртме хутшăннă. Вĕсем углеводородсене изомеризаци тата алкилировани тунă чухне çут çанталăка вараламаççĕ. Металсем цеолит матрицăсенче куçнине тата вырнаçса тухнине тишкерсе çирĕплетнĕ.
Х.Миначевăн биографийĕ питĕ пуян. Çакă ăна наука тĕнчинче хисеплени çинчен калать. Малтанах вăл органикăллă хими институчĕн органикăллă катализ лабораторийĕн кĕçĕн наука сотрудникĕнче ĕçленĕ (1939-1942). Унтан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçă хыççăн кĕçĕн наука сотрудникĕ, аслă наука сотрудникĕ (1950-1963), лаборатори заведующийĕ (1963-1989), Н.Д.Зелинский ячĕллĕ органикăллă хими институчĕн директор çумĕ (1955-1977) пулса вăй хунă. 1954 çулта хими ăслăлăхĕсен докторĕн диссертацине хÿтĕленĕ. “Органикăллă хими” специальноçпа профессор пулнă. Çÿлерех асăннă институтра ушкăн ертÿçинче, лаборатори заведующийĕнче, советникра тăрăшнă.
Каярахпа СССР Аслă аттестаци эксперт канашĕн членĕнче, председатель çумĕнче ĕçленĕ. Раççей наукăсен академийĕн адсорбци наука канашĕн членĕ, нефтехими наука канашĕн бюро членĕ, хытă топливăсен химийĕн наука совечĕн членĕ пулнă. Ăна Н.Д.Зелинский ячĕллĕ преми паракан эксперт комиссийĕн членне суйланă. СССР Наукăсен академийĕн катализ енĕпе ĕçлекен наука канашне те ертсе пынă ентеш-академик.
1985 çулта ăна Наукăпа техника патшалăх комитечĕн Наука канашĕн председатель çумне суйланă. 1983-1992 çулсенче – Х.Миначев СССР хими промышленность министерствин планлакан канашĕн членĕ. Çавăн пекех хытă топливăна тирпейлес енĕпе ĕçлекен наука канашĕн членĕнче те вăй хунă. 1985-2002 çулсенче ăна Д.И.Менделеев ячĕллĕ ылтăн медаль паракан комисси членне суйланă. 1992-2002 çулсенче Раççей Наукăсен академийĕн нефть, газ, çĕр кăмрăк химийĕн Пĕрлешнĕ бюровĕн членĕ пулнă.
Х.Миначев тĕрлĕ çулсенче “Нефтехимия” журналăн редколлеги членĕ, тĕп редактор, “Известия Академии наук СССР. Серия – химическая” журналăн тĕп редактор çумĕ, “Кинетика и катализ” журнал редколлегийĕн членĕ, “Химия твердого топлива” журналăн тĕп редакторĕ пулса вăй хунă. Ăна Д.И.Менделеев ячĕллĕ хими обществин Тĕп правленийĕн президиум членне, Германин Наукăсен академийĕн ют çĕр-шыв членне суйланă.
Пултаруллă ăсчаха çĕр-шыв пысăк хисеп тунă. Ăна Ленин орденĕпе, “Хисеп палли”, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденсемпе, II степенлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе, вуншар медальпе наградăланă. 1977 çулта СССР Патшалăх премине, 1972 тата 1987 çулсенче Н.Д.Зелинский ячĕллĕ премине, СССР тата ГДР Наукăсен академийĕсен премийĕсене, А.Л.Баландин ячĕллĕ премине панă. 1998 çулта Раççей Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Х.Миначев – наука открытийĕн авторĕ. СССР ВДНХн ылтăн тата кĕмĕл медалĕсен лауреачĕ наука ĕçĕсем чылай çырнă. Чи паллăраххисем: “Редкие земли в катализе”, “Металлосодержащие цеолиты в катализе”, “Фотоэлектронная спектроскопия и ее применение в катализе”. Икĕ ĕçĕ ют çĕр-шыв чĕлхисемпе пичетленсе тухнă.
Хабиб Миначевич Миначев пурăннă пулсан 100 çул тултармаллаччĕ. Вăл 2002 çулхи март уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă.
А.АЛЕКСЕЕВ.
Вăрçă ахрăмĕ манăн пурнăçăмра
(Х.М. Миначев академик аса илĕвĕнчен)
Вăрçă пуçланнă саманта ниепле те манаймастăп. Вăл кун эпĕ икĕ пĕчĕк хĕрĕмпе уçăлма тухнăччĕ. Хăрушă хыпар самантрах сарăлчĕ. Каçпа пире института пухрĕç. Тăшман Мускав патне талпăннипе вĕренÿ заведенине Хусана куçарчĕç. Оборудованисене вырнаçтарсан тÿрех хамăр ĕçпе тимлерĕмĕр: нефть парафинĕнчен толуол тата авиаци бензинĕ тума катализаторсем хатĕрлерĕмĕр. Ĕç условийĕсем çăмăлах марччĕ тата хырăм выççи касатчĕ. Çапла апат-çимĕç туянма инçетри ялсене кайма шут тытрăмăр. Хусанти пасарта хакĕсем “çыртатчĕç”.
Институт ертÿçи А.Н.Несмеянов мана хăй патне чĕнсе илчĕ те:
– Тăван чĕлхÿне манман-и; - тет.
– Çук, манман, – хуравларăм эпĕ.
– Апла пулсан инçетри тутар ялĕсене кайма хатĕрленĕр, – терĕ.
Шартлама сивĕре виççĕн çунашкасемпе 200 çухрăмран апат-çимĕç туртса килтĕмĕр.
Çар службине эпĕ ахаль салтакран пуçларăм. 1942 çулта Хусан çумĕнче йĕркеленĕ минометчик – йĕлтĕрçĕсен батальонне лекрĕм. 1943 çулхи январь уйăхĕнче Сталинград çывăхне куçарчĕç. Пĕрремĕш хут тăшманпа çакăнта тĕл пултăм. Нимĕçсем пирĕн тапăнăва чăтаймасăр чакма пикенчĕç. Вĕсем автомашинăсемпе тараççĕ, эпир хыçалтан йĕлтĕрпе хăвалатпăр.
Красноармейск – Харьков – Лисичинск таврашĕнчи çапăçусем уйрăмах асра юлчĕç. Кĕске вăхăт хушшинчех 1500 çынран йĕркеленĕ йĕлтĕр бригадинчен 97-ĕн çеç стройра юлтăмăр. 1943 çулхи апрель уйăхĕнче мана Ульяновскри танк училищине вĕренме ячĕç. Виçĕ уйăхран радист-пулеметчик пулса Т-34 танкпа нимĕçсене хирĕç çапăçрăм.
Пĕр тытăçура рота командирĕн танкĕ шăтăка анса кайрĕ. Пирĕн экипаж “тăхлан” айĕнчех туртса кăларма васкарĕ. Инкеке лекнĕ юлташсене пулăшу парса çеç ĕлкĕртĕмĕр, хамăрăн танка персе тивертрĕç. Ман çумри юлташ вилмеллех аманчĕ. Такам телейĕпе çеç сывă юлтăм. Çак çапăçусенче пирĕн 33 танкран 5 çеç юлчĕ.
Каярахпа пирĕн командовани 5-мĕш запас танк батальонĕ йĕркелеме йышăнчĕ. Унта мана 1944 çулхи хĕлле хими сыхлавĕн взвод командирĕн пулăшуçи, каярахпа рота парторгĕн ĕçĕсене туса пыма шанчĕç.
Çĕнтерÿ кунне Штеттин патĕнче кĕтсе илтĕмĕр. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирхине батальон командирĕ строй умĕнче саламларĕ те:
– Халĕ пĕр-пĕрне Çĕнтерÿпе саламласа чуптăвăр, – терĕ.
Эпир хаваспах приказа пурнăçларăмăр. Çапла вăрçă вĕçленчĕ.
1985 çул, май уйăхĕ.