24 декабря 2008 г.
Пурăннă пулсан Раççей Академи наукин чăн членĕ, паллă ăсчах-химик, СССР Патшалăх, СССР Министрсен Совечĕн премийĕсен лауреачĕ, пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр Хабиб Миначевич Миначев декабрĕн 24-мĕшĕнче шăп та лăп пĕр ĕмĕр, 100 çул, тултаратчĕ. Ентеш-академика хисеп туса тата унăн ĕмĕр вилми ĕçĕсене пысăк вырăна хурса, иртнĕ эрнекун тĕп хуламăрти Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Шăматкун çак пысăк форум ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче хăйĕн ĕçне малалла тăсрĕ. Унта студентсем, районти шкул директорĕсем, ăслăлăх енĕпе ĕçлекен преподавательсем, хими предметне вĕрентекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Аслă пухăва Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ В.Григорьев уçрĕ, ертсе пычĕ. Валерий Сергеевич Хабиб Миначевич Миначевăн тумхахлă пурнăç çулĕнче хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ăнтăлăвĕпе, ăс-хакăлĕпе тупнă наукăри “çăл куçĕсемпе”, ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, пысăк çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Конференцие район пуçлăхĕ Н.Глухов хутшăнчĕ. Николай Иванович хăйĕн сăмахне Х.Миначевăн чи хитре вăхăчĕ – ачалăхĕнчен пуçларĕ. 12 çулччен вăл Хирти Пикшик ялĕнче ÿснĕ. Ача чухнех вăл юлташĕсенчен çивĕч ăслă пулнипе палăрса тăнă. Саманан пăтăрмахĕсене пула вĕсен çемйи 1932 çулта Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пикшике куçса кайса пурăннă. Çакăнтанах вăл Мускава кайса хăйĕн пурнăç çулне тупнă.
– Мухтанатпăр, савăнатпăр, мăнаçланатпăр эпир хамăрăн ентеш-академикпе. Унăн ячĕ яланах ентешсен чĕринче упранĕ, ĕçĕ ĕмĕрлĕхе пуриншĕн те усăллă пулса юлĕ, – терĕ район пуçлăхĕ Николай Иванович хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.
Пирĕн район чăнах та наука çыннисемпе, ăсчахсемпе пуян. Наука докторĕсем çеç 41-ĕн. Вăл шутра пĕчĕк Тутар Тимеш ялĕнче çеç 3, Хирти Пикшикре – 3, Сăкăтра 5 çын тата ытти те. Унсăр пуçне Совет Союзĕн Геройĕ, академиксем, паллă спортсменсем, поэт-писательсем мĕн чухлĕ! Район пуçлăхĕ Х.Миначев-академикпе юнашар вĕсен ячĕсене те асăнчĕ.
Конференцире академик пурнăçĕ, наукăри ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕ пирки Чăваш патшалăх университечĕн хими наукисен докторĕ, Х.Миначева çывăх пĕлекен Н.Кольцов, П.Сидоров журналист, Х.Миначевăн Мускавра пурăнакан Марийăпа Лидия хĕрĕсем, Шупашкарти М.Багаутдинов мăнукĕ, Хусанти “Просвещение” хаçат редакторĕ Х.Батретдинов тата ыттисем те тухса каларĕç.
– Пирĕн атте, Хабиб абый, наукăра йĕппе пусă чавнă евĕр пысăк ĕç туса пысăк йĕр хăварчĕ. Унăн ĕçне паянхи кун та çапла хакланăшăн, пысăк шайра мероприятисем ирттернĕшĕн тав тăватпăр, – терĕç конференцие хутшăннă тăванĕсем, çывăх çыннисем.
Конференцие хутшăннисене Чăваш Патшалăх академи капеллин артисчĕсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.
Юлашкинчен Хабиб Миначева хисеп туса килнĕ пысăк ушкăн унăн çуралнă ялĕнче, Хирти Пикшикре пулчĕ, ял халăхĕпе, шкул коллективĕпе курса калаçрĕ.
А.ЕГОРОВА.