24 декабря 2008 г.
Юлашки çулсенче техника паркĕ çĕнелме пуçлани аванах сисĕнет. Çурхи, кĕрхи ĕç çи вăхăтĕнче хирте заводран тин тухнă трактор-комбайн таçтанах курăнать, ĕçлессе те вĕсем пĕр тикĕс, кăлтăксăр тăрăшаççĕ. Чылайăшĕн хăвачĕ те унчченхисенчен пысăкрах, çакă хĕрÿ тапхăрсене кĕске вăхăтра ирттерме май парать.
Техникăна çĕнетессипе кăçал та аванах ĕçленĕ. 11 уйăхра 58 миллион та 482 пин тенкĕлĕх 50 ытла тĕрлĕ трактор-машина туяннă. Вăл шута трактор 16 единица, тĕш тырă выракан комбайн – 4, çĕр улми пуçтараканни – 3, выльăх апачĕ хатĕрлекенни – 1, автомашина – 4, рулон тăвакан пресс – 3, БДМ дискатор – 2, курăк çулакан “Роторн” косилка 3 кĕрет.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакланни, уйрăмах ĕççи вăхăтĕнче ка-дрсем çитменни хуçалăхсенче йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ. Çак çитменлĕхсене пĕтерес тесе тăкак сахал кÿрекен, темиçе техникăна улăштаракан тата çĕнĕ технологине пурнăçа кĕртес тĕллевпе районти хуçалăхсем паянхи пурнăç таппине юрăхлă трактор-машина туянма пуçларĕç. Хальхи вăхăтра комбинациллĕ акакан 16 агрегат, пĕр акакан “Кузбасс” комплекс, 20 БДМ дискатор, 19 трактор МТЗ-1221 маркăлли, тĕш-тырă пуçтаракан “Класс-Медион”, “Полесье-1218”, “АGROS-530”, 14 “Дон-1500Б” (вĕсенчен пиллĕкĕшĕ улăма вĕтетеççĕ) комбайнсем яваплă тапхăрта чăн-чăн çăлăнăç.
Çитес çул та 49 единицăран кая мар техника туянма палăртнă. “Хурçă ут” илекен хуçалăхсен шутĕнче çулленех пĕрисем: “Батыревский”, “Исток”, “Красное знамя”, “Малалла”, “Первомайск”, “Звезда”. Ура çинче çирĕп тăраканнисем. Пысăк техникăн хакĕ те пĕчĕкех маррипе тата укçа-тенкĕ тăкăнса тăманнипе хуçалăхсем ытларах лизингпа тата кредитпа усă кураççĕ. Техникăн ытларах пайне шăпах асăннă майпа туяннă. Кун пек чухне те салука хума выльăх-чĕрлĕх е урăх япала кирлĕ. Тÿлевĕпе уйăхсерен татăлма та çăмăл мар. Çак сăлтавсене пулах ĕнтĕ кая юлса пыракан хуçалăхсен парка çĕнетесси йывăрпа пулать. Юрать-ха, пĕр-пĕрне пулăшассине тата килĕшÿпе ытти çĕртен трактор-комбайн илсе килессине йĕркелерĕç. Çапла майпа ака, вырма вăхăтлă вĕçленет.
Кивĕ техникăпа малалла кайма çук, ним çукран нимĕр тесен çеç. Пĕр вĕçĕм çĕмĕрĕлеççĕ, юсамалла. Малаллах талпăнас тесен çĕннисем кирлĕ.
О.ПАВЛОВА.