АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем – сывă пурнăç йĕркишĕн

24 декабря 2008 г.

Наркологсен шучĕпе пĕр наркоман çулталăкне 10-15 çынна “чирлеттерет”. Юлашки вăхăтра ачасем те пуçа минретекен япаласемпе усă курнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Сиенлĕ йăларан вара вĕсем хăйсем тĕллĕн хăтăлаймаççĕ. Ачаранах çăвара пирус хыпакансем те пурнăçра йăнăш çул çине тăраççĕ. Кайран ÿкĕнĕçлĕ ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха; Мускав хулинчи пĕр шкулта, акă, пирус туртнине хирĕçле акци ирттереççĕ. Йĕркене пăсакана курсан класс пичĕ “хĕрелет”. Çакнашкал мероприятисем районта та кирлĕ. Тăтăш редакцие кĕрсе тухакан пĕр шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕпе калаçу пуçартăм. “Ирттерме тăрăшатпăр эпир те”, – терĕ вăл. Шкулти аслă классенче вĕренекенсем хушшинче пирус туртма пăхакансем пуррине пытармарĕ те.

Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти тăххăрмĕшсем наркомани темипе ирттерекен уçă класс сехетне шкул планĕпе килĕшÿллĕн йĕркелерĕç. Унта хăйсенчен кĕçĕнреххисене те явăçтарчĕç.

Литмонтажпа пуçланчĕ мероприяти. Ăна кинофрагмент улăштарчĕ. Наркомани темипе панă ыйтусен хуравне тупасси хĕрÿ иртрĕ. Киле ĕç те пулнă ачасене. Вĕсем кĕске сочинени çырнă. Хăйсен шухăшне ыттисене черетпе вуласа пĕлтерчĕç.

Чĕрĕ калаçусем кĕртнипе пуян иртрĕ класс сехечĕ. Шкулти химипе биологи учителĕ В.Баюсов наркотикпа усă курни хуйхă-суйхă патне илсе çитернине цифрăсемпе çирĕплетрĕ, ял библиотекарĕ Л.Зайцева хатĕрленĕ кĕнеке выставкинчи авторсен произведенийĕсене тĕслĕхе илсе кăтартрĕ.

Мероприятие хутшăннă кашни ача ĕçлĕ пулчĕ. “Таса кĕнеке” стенд валли хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртса сĕнÿ çырчĕ. Класри ачасем наркоман рольне те “вылярĕç”. Çак чир авăрне путнисен журналсенче пичетленнĕ ÿкĕнĕçлĕ çырăвĕсене вуларĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле наркомание çул çук, терĕç. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнма сăмах пачĕç.

Уçă класс сехетне Л.Ильина класс ертÿçи пĕтĕмлетрĕ. Кайран ăна учительсем сÿтсе явса хак пачĕç.

А.АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика