АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кĕнекепе – Çĕнĕ çула!»

24 декабря 2008 г.

Çак ятпа виççĕмĕш хут фестиваль иртет республикăра. Çавна май районта та мероприятисем пулсах тăраççĕ. Ку хутĕнче районти ача-пăча библиотекине А.Шуваловпа Э.Патмар килчĕç. Вĕсемпе пĕрле республикăри ача-пăча библиотекин шкул çулне çитмен тата кĕçĕн çулхи шкул ачисемпе ĕçлекен пай заведующийĕ В.Дилек та пулчĕ. Хăнасем библиотекăсем валли республика Президенчĕ Н.Федоровăн парнине 127 кĕнеке илсе килнĕ.

Тĕл пулу интереслĕ иртрĕ. Районти библиотека ĕçченĕсемпе хушма пĕлÿ паракан творчество çурчĕн ĕçченĕсем чылай кăсăклантаракан ыйтăва хурав илчĕç. Александр Петровичпа Эдисон Иванович хăйсен ĕçлĕ пурнăçĕпе паллаштарчĕç, çĕнĕ кĕнекисене кăтартрĕç, сăввисене вуларĕç, ыйтусене хуравларĕç. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн начальникĕ С.Викторов тĕл пулăва пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.

Çыравçăсем çамрăк вулавçăсемпе кăмăлтан тĕл пулчĕç. А.Шувалов Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкула çитрĕ. Кунта ачалăхне аса илчĕ. Пĕрремĕш сăввисене асăнчĕ. Ăмсанса итлесе ларчĕç автора вĕренекенсем. Ыйтусем пачĕç. 7-мĕш “а” класри А.Кириллова хăй çырнă сăввине вуларĕ. Автор хăйĕн кĕнекисене шкул библиотекине парнелерĕ. Ачасем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.

Э.Патмар иккĕмĕш вăтам шкула çитрĕ. Акт залне 3-6-мĕш классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Л.Романова библиотекарь фестиваль çинчен каласа пачĕ. Эдисон Иванович хăйĕн творчестви çинче чарăнса тăчĕ. Унăн çĕнĕ кĕнекисемпе кăсăклансах паллашрĕç вĕренекенсем. Авторпа куçа куçăн тĕл пулни савăнтарчĕ. Чылайăшĕ автограф илчĕç. Вĕренекенсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăнана шкулта кăларакан “Пирĕн сас” хаçата пачĕç. Эдисон Иванович шкулти А.Талвир ячĕллĕ краеведени музейĕнче пулчĕ, библиотекăна хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.

Тĕл пулусем кăмăллă иртрĕç, вĕсем ачасен кĕнеке вулас туйăмĕсене тата та çуратрĕç.

А.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика